Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
4 Сентябрӗн 2019, 17:08

РЕСПУБЛИКА ÇУРТĔНЧЕ ĔÇЛĔ ТĔЛПУЛУ ИРТРĔ

Иртнĕ эрнекун, август уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Республика çуртĕнче ПР Пуçлăхĕн обществăлла политика аталанăвĕн управленийĕ йĕркеленипе Пушкăртстанри чăваш наципе культура организацийĕсен представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ.

Унăн ĕçне асăннă управлени ертÿçи Азат Бадранов ертсе пычĕ. Ларăва управлени ертÿçин çумĕ Ришат Сабитов, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ĕртÿçи, Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри элчи Федор Кузьмин, Ĕпхÿ хулипе Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕсен ертÿçисем Владимир Ивановпа Владимир Яковлев, ПР ЧНКА çумĕнчи вĕрентÿ комиссийĕн ертÿçи Николай Игнатьев, çак йĕркесен авторĕ тата ытти тÿресем хутшăнчĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче калаçу ПР Президенчĕн 1995 çулхи июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă УП-386№ «Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялне социаллă культура енчен аталанма комплекслă мерăсем йышăнни» Указ, Пушкăртстанра кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен ачасене пĕлÿ парассине 5 кунлă кун йĕрки çине куçнă май, вĕрентÿ учрежденийĕсенче тăван чăваш чĕлхине вĕрентесси пирки пычĕ. Çавăн пекех чăваш хастарĕсем обществăлла организацисене (кунта сăмах республика шайĕнчи 4 пĕрлĕх - чăвашсен автономийĕпе Канашĕ тата чăваш культура обществипе наципе культура пĕрлешĕвĕ пирки пырать) пĕрлештересси, 2020 çулта чăваш пĕрлĕхĕсен съездне ирттересси çинчен сăмах хускатрĕç. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме координаци ушкăнĕ (унта çÿлерех асăннă чăваш хастарĕсем пурте кĕреççĕ) йĕркелеме сĕнчĕç. Унăн ертÿçи Людмила Мурманская пулĕ.

Тепĕр çивĕч ыйту Слакпуç çывăхĕнче сысна комплексĕ хăпартма палăртнă объект тавра пычĕ. Хальхи вăхăтра ăна тăвасси пирки патшалăх экспертизи пырать. Çавăнпа та чăваш наципе культура пĕрлĕхĕн ертÿçисем сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен «Таврос» компанин представителĕсемпе тĕл пулса калаçма кăмăл турĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: