Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
12 Ноябрӗн 2019, 17:17

Пирĕн ăстасем халăх еткерлĕхне упраса хăварма пулăшаççĕ

Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн культура çуртĕнче халăх костюмĕсен „Гулистан” фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – ПР Культура министерстви тата Халăх пултарулăхĕн республика центрĕ.

— Пирĕн республикăра 160 ытла наци çынни пурăнать. Кашнине валли культура еткерлĕхне упраса хăварма условисем туса панă. Фестиваль тĕллевĕ — модельер ăстасене халăх костюмĕсене аталантарас, сыхласа хăварас енĕпе хавхалантарасси, — палăртнă Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн директорĕ Артур Алибаков.


Конкурсра Пушкăртстанра тата Челябинск облаçĕнче пурăнакан пурĕ 250 ытла çын хутшăннă, вĕсем республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăхсен костюмĕсене тăратнă.


Фестиваль-конкурса пирĕн район ăстисем те хутшăннă. Галина Данилован стилизациленĕ чăваш костюмĕсен коллекцине Пăслăкри "Тăван кĕтесĕм" халăх вокал ансамблĕ тăратнă.Тепĕр ăстаçă — Çирĕклĕри Олеся Андреева — «Магия войлока» мастерскойăн ĕçĕсене тата кĕççерен тунă "Дыхание камней" коллекцине тăратнă. Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн культура çуртĕн фойинче Олеся Андрееван тата Роза Иванован кĕççерен тунă алă ĕçĕсен выставки куракансене тыткăнланă. Кунта тĕрлĕ тумсемпе аксессуарсене куçпа курма кăна мар тăхăнса пăхма та май пулнă. Ăстаçăсен пултарулăхĕ тăван халăхшăн мăнаçлăх çуратать. Вĕсем халăх еткерлĕхне упраса хăварма пулашаççĕ.
Читайте нас: