Кашни япалан хăйĕн историйĕ пур. Пĕр е тепĕр япалапа мĕнле усăланни пирки эпир кулленхи вăхăтра шухăшлатпăр-и? Пишпÿлекри Культура керменĕнчи «Кил вучахĕн ăшши» музейре ĕлĕк-авал тата нумай пулмасть иртнĕ вăхăтсенче усă курнă япаласем пухнă. Экскурсовочĕ — Валентина Александровна Иванова. Музей ĕçленĕ çулсенче кунта темиçе пин çын кĕрсе тухнă, пĕри те сÿрĕк кăмăллă пулман.
Пелепей районĕнчи ветерансен совечĕн делегацийĕн ятĕнчен М.П. Сидоров çырса хăварнă, вăл чăваш йăли-йĕркине упраса хăварнăшăн, мăн асаттесемпе асаннесем çинчен манманшăн тав тунă. Музейре Байконуртан Хариенко тата Кувыкинсен çемйисем, Кобленц (Германи) хулинчен Александрпа Татьяна Упру, Уфаран Маргарита Яковлева, Юлия Павлова, Расима Закирова, Эльвира Гимадеева, Рустам Хасанов ăшă сăмахсем çырса хăварнă. Авалхи япаласене пăхнă май çынсем, уйрăмах ачасем, чылай ыйтусем параççĕ. Вĕсене пĕр е тепĕр япала мĕн тума кирли интереслентерет.