Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Ноябрӗн 2019, 20:10

Чӑвашла юрӑсем янӑранӑ

Хакас Республикинче «Чувашский колорит» фестиваль иртнӗ.

Мероприятие Абакан ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Доможаков аулӗнчи культурӑпа кану центрӗнче пуҫтарӑннӑ. Фестивале асӑннӑ регионӑн Усть-Абакан районӗнчи чӑвашсен «Пилеш» наципе культура автономийӗ Хакас Республикин Наци тата территори политикин министерстви пулӑшнипе ирттернӗ.

Мероприятие йӗркелекенсем чӑвашсен йӑли-йӗрки тӑрӑх чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарасси пулнӑ. Туйпа, салтак ӑсатнипе тата ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана кӑтартнӑ.

Фестивальте чӑвашла юрӑсем янӑранӑ, наци тумне кӑтартнӑ.

Хакас Республикине чӑвашсем ҫитмӗл ҫул каялла куҫса кайнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне пирӗн ҫӗршывра ҫерем ватасси ҫинчен хушу тухнӑ.

#Хакас Республики, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #фестивальсем, #Абакан
Читайте нас: