Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Ноябрӗн 2019, 15:26

Куракансен юратăвĕ — чи лайăх парне

Октябрь тата ноябрь Людмила Романова ертсе пыракан коллективсемшĕн творчество енчен тулăх пулнă

Пишпÿлекри Культура керменĕнчи «Шурçăл» кăтартуллă фольклор ансамблĕ (ертÿçи Людмила Романова) «Силпи асамачĕ» фестивале темиçе хутчен те хутшăннă. Кашнинче унта тĕрлĕ номинацисенче малти вырăнсем йышăнаççĕ çамрăк артистсем. Кăçал коллективăн юрă ансамблĕ «Фольклор юрри» номинацинче иккĕмĕш вырăн йышăннă, Диана Илларионова — «Эстрада юрри» номинацинче пĕрремĕш вырăна тивĕç пулнă.

Стерлитамак хулинче иртнĕ «Играли свадьбу в старину» авалхи туй йăли-йĕркисен республика фестиваль-конкурсĕнче пушкăрт, вырăс, тутар, чăваш, украин, мордва, мари халăхĕсен йăли-йĕрки хушшинче Пишпÿлекри «Мерчен» чăваш халăх фольклор ансамблĕ арçын туйĕ хĕр килне килнĕ авалхи йăлана кăтартнă. Профессиллĕ жюри вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă, вĕсене «Халăх йали-йĕркине упраса хăварнăшăн» номинацинче палăртса хăварнă.

Айгуль ГАРЕЕВА.

Сăнÿкерчĕкĕ:Людмила Романован архивĕнчен.
Читайте нас: