Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
6 Декабрӗн 2019, 16:40

Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла машшин куҫарӑвӗн сайтне ĕçлеттерме шухăш пур

Икĕ уйăх каярах «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш (предложени) мӑшӑрӗсен йышӗ 150 пинрен иртнĕ пулнă.

Ак халь тепӗр ҫитӗнӳ те пур — пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 200 пинрен иртрӗ. Хыпар ҫырнӑ вӑхӑтра ҫак кӑтарту 200514 куҫарнӑ пуплевӗшпе танлашатчӗ.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне ака уйӑхӗнче пуҫланă. Тӗп ӗҫ — шӑп та лӑп чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене пухасси. Маларах ӗҫ ытла хӑвӑртах пыман пулсан та хальхи вӑхӑтра лаборатори уйӑхсерен 30 пин ытла мӑшӑр хатӗрлет. Тепӗр май каласан, кунне корпус 1 пин ытла мӑшӑрпа пуянланать.

Корпуса хатӗрлекенсем: Николай Плотников (ертӳҫӗ, корпус сайтне йӗркелесе пыракан); Александр Антонов (машшин куҫарӑвӗ тӗлӗшпе ӑстаҫӑ); Светлана Трофимова, Эрбина Портнова, Алина Иванова (текстпа ӗҫлекенсем). Унсӑр пуҫне ытти ҫынсене те асӑнса хӑварма пулать — вӗсем тӗрлӗ енчен пулӑшу кӳнӗ. Лаборатори ӗҫӗ харпӑр ҫынсен укҫи-тенкипе йӗркеленсе пырать.

Ҫитес вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла машшин куҫарӑвӗн сайтне ӗҫлеттерсе ярас шухӑшлӑ. Вӑл альфа-верси шайӗнче ӗҫлӗ.

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ
Читайте нас: