Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
19 Декабрӗн 2019, 17:05

Малашне «Яндекс. Куҫаруҫӑра» чăваш чĕлхи те пулать

Чăваш Республикинче вырӑсларан чӑвашла, чӑвашларан вырӑсла автомат мелӗпе куҫаракан информаци технологийӗсемпе усӑ курмалли ӗҫе аталантаракан ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ.

Чăваш Республикинче вырӑсларан чӑвашла, чӑвашларан вырӑсла автомат мелӗпе куҫаракан информаци технологийӗсемпе усӑ курмалли ӗҫе аталантаракан ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ертсе пырать.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле «Яндекс. Куҫаруҫӑра» чӑваш чӗлхи те пулмалла. Кун валли миллиона яхӑн вырӑсла тата чӑвашла предложени суйламалла. Ку ӗҫе ЧР Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем кÿлĕнӗҫ. Пĕлмешкĕн: «Яндекс. Куҫаруҫӑра» халӗ пушкӑрт, мӑкшӑ, мари, тутар, удмурт чӗлхисем пур ӗнтӗ.
Читайте нас: