Çутă çул
-3 °С
Юр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
23 Декабрӗн 2019, 15:40

Ачасем валли тан майсем проектпа çĕнтернĕ

Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме тăрăшать. Бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.
Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.
Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Читайте нас: