Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
23 Декабрӗн 2019, 15:30

Ăшă тĕлпулу

«Шурă хурăн» чăваш халăх фольклорпа этнографи пĕрлешĕвĕнчи Валентина Александровна Иванова ертсе пыракан «Сундучок» ларăвĕнче Çĕнĕ çул умĕнхи улах иртнĕ

Унта чăваш культурипе пултарулăхне юратакансем пухăннă.
Хăнасем Ольга Леонтьеван сăввисене вуланă. Галина Георгиевна Петрова хут салфиткесенчен юр пĕрчисен ĕмĕлкисене касса кăларассипе мастер-класс ирттернĕ. Валентина Васильевна Семенова «Кил ăшшин вучахĕ» музее Константин Ивановăн «Нарспи» кĕнекине, 40-мĕш, 50-мĕш, 60-мĕш çулсенчи юрăсен пуххине парнеленĕ.
Ăшă тĕлпулу вĕçĕнче хăнасем чей ĕçсе, чунтан калаçса ларнă.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: