Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
3 Нарӑсӑн 2020, 09:51

Чăваш тӗрри тата мода. Мӗн пӗрлештерет вӗсене?

Январӗн 30-мӗшӗнче Хусанти Туслăх Çуртӗнче Чăваш культурин кунӗсен тепӗр мероприятийĕ иртнĕ

Ăна ЧНКА çумӗнчи «Аталан» çамрăксен пӗрлешӗвӗпе Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмӗ йӗркеленĕ. «Аваллăхран пуçласа паянхи куна» тесе палăртмалла пулӗ чăваш халăх тумтирӗн куравне. Йӗркелÿçӗсем мероприятие ТАССР тата ЧАССР 100 çул тултарнине халалланă.
Чăваш халăхӗн тумтирӗн илемне туллин кăтартма тăрăшнă вӗсем. Наци тумӗ чăвашсен пуян та капăр çеç мар, унăн йăла-йӗрке пӗлтерӗшӗ пысăк. Авал кашни çемьен хăйӗн тӗрри, палли пулнă. Тӗрленӗ кӗпе чи малтан хуçишӗн, вырăсла каласан, оберег вырăнне пулнă. Чăваш хӗрупраçӗн, арăмӗн кулленхи куна пӗр кӗпе, хăнана е туя тепӗр тӗрлӗ кӗпе пулнă. Капăрлăхпа кăна уйрăлса тăман вӗсем, чи малтан пулăма кура пӗлтерӗшӗпе. Паллах, паянхи кун эпир çак йăласене тытса пымастпăр, хальхи саманан урăхла ыйтăм. Çапах костюм историне, унăн аталанăвне пӗлни, ăна çитӗнекен ăрусене парса пыни кирлех. Ку пирӗн еткерлӗх, пуянлăх.
Çак шухăша тӗпе хурса йӗркеленӗ мероприятие. Сцена çине чи малтан авалхи тумтире тӗпе хурса çӗленӗ костюмсемпе тухнă. Пăлхар тапхăрӗнчен пуçласа хальхи кӗпесем таранччен паллашма пулнă савăнăçлă куравра, çав шутра çамрăксен çӗнӗлле юхăмӗпе те. Тумтир чăвашлăхне палăртассине вӗсем хăйсенле кураççӗ. «Аталан» пӗрлешӗвӗн пайташӗ Ксения Романова, сăмахран, чăваш тӗррине хальхи саманапа çыхăнтарма тăрăшнă. Вăл хатӗрленӗ свитшотсем çинче тӗрӗ, чăн та, çӗнӗлле курăнать. «Аталанăн» ертÿçи Юлия Еремеева та малашне çак енӗпе ӗçлеме кăмăл тунă.
Тумтир кăтартăвӗ питӗ интереслӗ иртнӗ. Номерсене хатӗрленӗшӗн «Аталан» пӗрлешӗвӗн ертӳçи Сильвия Чаркинăна тав тумалла. Вăл пулчӗ кăтартăвăн режиссерӗ.
Мероприяти тивӗçлӗ лайăх шайра иртнӗ. Вăл Хусанта пурăнакан чăвашсене пӗрле пухăнма тепӗр сăлтав пулса тăнă.
«Сувар» хаçатран.
Читайте нас: