Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
6 Нарӑсӑн 2020, 13:30

Чӗлхесене упраса хӑварассине малалла тӑсма хатӗр

Чӑваш Ен Пуçлăхĕн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӑван чӗлхене вӗрентни йӑла-йӗркене упраса хӑварма пулӑшать тесе шухӑшлать

Олег Николаев наци чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫе малалла тӑсма хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен ТАСС пӗлтерет.
«Чӗлхене упраса хӑварма тата аталантарма тӗллевлӗ мероприятисем ирттерни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Йӑлана кӗнӗ хаклавсене, культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑвармалла. Ҫапла майпа ҫынсен тӑван чӗлхене, чӑваш чӗлхине, тутар чӗлхине, мордва чӗлхине вӗренес килтӗр. Чӑваш Республикинче ҫак национальноҫсем самай йышлӑ», —палӑртнӑ Олег Николаев.
«Пирӗн республика нумай нациллӗ. Республикӑра чӑвашсем — 60 ытла процент. Ку вӑл самай пысӑк процент», — тенӗ Олег Николаев.
Читайте нас: