Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
17 Нарӑсӑн 2020, 15:41

Тутарстанра чăваш центрӗн ертÿçисене çамрăксене суйлаççӗ

Ҫӳльту (Высокогорский) районӗнчи Чӑваш наципе культура центрӗн пуҫлӑхӗ пулнă пулин те, ун ӗҫӗ ытла курӑнсах кайман. Ҫӳльтусем шӗкӗр хуларан инҫе пурӑнманран, чӑвашсен ӗҫӗсемпе пурпӗр Хусана ҫӳренĕ. Пӗр уява та сиктермен темелле.

Февралӗн 15-мӗшӗнче район центрӗнче чӑвашсем отчетпа суйлав Конференцине хутшӑннӑ. Халӑх пӗр саслӑн пулса Татьяна Сергеевна Козулинӑна суйланӑ. Урӑх кандидатурӑсем те тӑратман.
Палӑртса хӑвармалла, чӑваш юрри-ташшине чунтан юратакан Татьяна Сергеевна хӑй пуҫлӑхӗ пулма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑк пулсан та, унӑн общество ӗҫӗ-хӗлӗнче пысӑк стаж пухӑннӑ. Универсиадӑра та, Сочири Олимпиадӑн йӗркелӳ комитетӗнче те ӗҫленӗ вӑл, нумай ҫул республикӑри студентсене пӗрлешӗвне хутшӑннӑ.
Хусансем те ҫак Конференцие хутшӑннӑ. Ҫамрӑксен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем, Вера Кожеманова, Галина Семёнова, Дмитрий Глухов, София Чаркина концерт кӑтартнӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
«Сувар».
Сӑнӳкерчӗкӗ: Вера Юнусова.
Читайте нас: