Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
20 Нарӑсӑн 2020, 12:50

Сěт апачě

Пирěн мăн асаттесен хуҫалăхě ҫěр ěҫě ҫинче никěсленсе тăнă пулин те вěсен апат -ҫимěҫě шутěнче выльăх-чěрлěх юр-варě те паллă вырăн йышннă. Вăл шута, тěпрен илсен, сěт-турăх кěнě.

Чăвашсем тин ҫеҫ сунă сěте ěҫмен, ачасене ҫеҫ панă. Сěте ялан тенě пекех нӳхрепе лартнă. Унта сěт йӳҫнě, ҫиеле хăйма тытăннă. Хăймана асăрханса уйрăм савăта пуҫтарнă. Сěт йӳҫсен турăх пулнă. Ăна ҫинě, ěҫнě е унран тăпăрчă юхтарнă. Тăпăрчă шывне выльăхсене ěҫтерме пултарнă, анчах та нумай чухне хěрсем унпа пуҫ ҫунă. Тăпăрчă шывěпе ҫусан ҫӳҫ пурҫăн евěр йăлтăртатса тăнă.
Тăпăрчăран чăкăт пěҫěрнě. Малтан ăна тăвар, хăш чухне ҫăмарта ярса лайăх ҫăрнă, унтан йывăҫ кăшăлсене хурса ăшă кăмакана лартнă, ир енне вăл пиҫсе ҫитнě. Хăш-пěр ялсенче тăпăрчăран пěчěк ҫаврашкасем – тăварасем туса кăмакана лартса кăштах типěтнě те сар ҫу ярса чӳлмекре усранă. Тăвара чылай хушă пăсăлман. Чăкăтпа тăварана кăштах ăшаласа ҫинě, ҫăмарта лăкаса е шăрттан тураса яма пултарнă.
Кирлě чухлě хăйма пухăнсан уйран уҫласа ҫу ӳкернě. Çăва пуҫтарса илнě хыҫҫăн уйран юлнă. Тин уҫланă ҫăва (услам ҫăва) сайра хутра ҫеҫ сěрсе е пăтă ҫине ярса ҫинě, ăна ялан тенě пекех шăратса сар ҫу (шăратнă ҫу, сив ҫу) тунă.
Читайте нас: