Чăваш чӗлхи çинчен сăмах тухсан, пирӗн чиновниксем, хуть те хăш республика е облаçе ил, «çавăн чухлӗ шкулта çавăн чухлӗ сехет...» сăмахсемпе çырлахаççӗ. Статистика пуян — доклад аван. Пулчӗ. А тухнă çӗрте мӗн? Тăван чӗлхене вӗренесси тата ăна юратасси пӗр пӗлтерӗшлӗ япаласем мар. Çакă пире пурне те пырса тивет, вырăсла шухăшласа чăвашла калаçакансене те. Атьăр шутласа пăхар-ха.
Шупашкарти чи чаплă, пин çын шăнăçтаракан куркансен залӗнче сценăна чи чаплă поп-юрăç концерчӗ валли пек илемлетнӗ: çутăсем ялтăртатаççӗ, экран. Çак зала вăтам, аслă классенчи пултаруллă ачасем пуçтарăннă — вӗсем талантлă чăваш ачисен юхăмне кӗреççӗ — пурте пӗр-пӗринпе чăвашла калаçаççӗ. Çак зала вӗсене çулталăка пӗтӗмлетме, тата чи пултаруллисене палăртма пуçтарнă. Спикерсем ЧР Правительстви шайӗнче, вăл çак юхăма пысăк тӗрев парать. Сцена çинче çамрăкасене килӗшекен республикăри чи пултаруллă юрăçсем, музыкантсем, ертсе пыракансем.
Çак юхăм вăл чăвашла пуласлăха уçать талантлă ачасем валли. Хамăр чӗлхепе те наукăсене вӗренме, пултарулăха аталантарма пулнине тӗслӗхсем çинче кăтартать. Вӗсем унта ăнтăлаççӗ, кашни çулла пиншер чăваш ачи талантлисен лагерӗнче канса пӗлӗвне ÿстерет. Регионсенче, ют çӗршывра пурăнакан чăваш ачисен те май пур унта килсе çуллахи вăхăтне ирттерме. Шкул ачисем хăйсен чӗлхе пӗлӗвне ÿстернисӗр пуçне çӗнӗ юлташсем тупаççӗ, халăхăн пуласлăхри ăс-хакăл шăнăрӗ пулма хатӗрленеççӗ. Çак ӗçе патшалăх мар, йăлт общество организацийӗ туса пырать. Халӗ, чӗрӗр çине аллăра хурса калăр, çакăн пек пулма пултарать-и Чăваш çӗршывӗнче? Пултарать пулсан, хăçанне те калăр.
Çук. Мӗншӗн пултарайманнине эсир хăвăр та лайăх сисетӗр: эпир ачасен пуласлăхне чăвашсемпе мар, урăх халăхпа çыхăнтаратпăр. Урăхла каласан курмастпăр вӗсен чăвашла пуласлăхне. Хамăр, ашшӗ-амăшӗсем айăплă. Çакă пирӗн айванлăх та, инкек те, малашлăха палăртманни те. «Пирӗн ӗмӗре çитет» — тетпӗр те, америкăри потребитель пек — диван çине. «Пӗтекен ялта пурнăç çук, Мускавра телейне тупӗç-ха» — пирӗн пуçри шухăшсем. Ăна йăтса кăшт кӳршӗсем мӗнле пурăннине пăхасчӗ хăть. Эпир ачасене вырăс пулма хатӗрлетпӗр, тутарсем урăхла. Каласа хăвармалла, вӗсене те хула пурнăçӗ тăван чӗлхинчен уйăрма хăтланать, анчах та кирлӗ механизмсене шыраса тупнă кӳршӗсем. Чăвашла тумлантарса янипе кăна ача чăвашла калаçма тытăнмасть.
Мӗншӗн эп каллех тăвар сапатăп-ха çак ыратакан суран çине? Хусанти «Пирамида» культурăпа кану центрӗнче пултаруллă тутар çамрăкӗсене «Сэмрух» премине пачӗç. Унта журналистсене те чӗннӗччӗ.
Яланхи «дежурнăй» мероприяти пек тесе, Кремль çумӗнчи хаклă заведение кӗрсен куç-пуç алчăрасах кайрӗ. Фойере хаклă йышши тутарла çырнă баннерсем умӗнче ачасем ылмашăна-ылмашăна сăн ӳкерӗнеççӗ. Залта вӗренекенсем, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем, пӗчӗккисем те нумай. Мешехе пуçланиччен пӗр шухăшлă йыш вӗлле хурчӗ пек сӗрлет — пӗр чӗлхепе. Кӗçӗнни аслипе вырăсла калаçмасть. Ăмсантанаракан пулăм. Хамăршăн эрлентерекенни: «Эпир мӗншӗн çакăн пек пултараймастпăр-ши?..»
Лару-тăру савăнтарсах каймасть. Чăваш Республикин улшăннă влаçӗ малашне шута илӗ-ши çак пӗлтерӗшлӗ аспекта хăйӗн ӗçӗнче? Шанас килет.