Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
24 Нарӑсӑн 2020, 17:18

Çăварни, çăварни! Çăварни килчĕ, куртăр-и?

Çăварни уявĕ ĕлĕкренпех пырать. Çак вăхăтра хĕллепе çуркунне тĕл пулаççе, тавлашаççĕ, вăй виçеççе, урăхла каласан, кĕрĕкпе сăхман тĕл пулаççĕ. Çăварни тени, тепĕр майлă, «çу эрни», «хĕле ăсатни, çуркуннене кĕтни».

Çăварни эрнинчи кашни кунăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур.
Тунтикун — тăвансем, тус-йышсем пĕр-пĕринпе тĕл пулнă, хĕвел питлĕ икерчĕпе чей ĕçнĕ.
Ытларикун — хуйхă-суйхă çинчен манса кайса вылянă, кулн.
Юнкунпа кĕçнерникун кашни килтех тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çинĕ, тăвансем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ.
Эрнекун вара çамрăк мăшăрсен упăшкисем арăмĕсен амăшĕсене (ани) хăйсем патне хăнана чĕнсе икерчĕпе сăйланă, анийĕсен умĕнче юрама тăрашнă.
Шăматкун хĕр-пултăрсем пĕрле пухăнса икерчĕ, кукăль пĕçерсе çинĕ, юрăсем юрланă.
Вырсарникун — кĕçĕн Çăварни, ялĕпех хĕле ăсатнă, ача-пăча катаччи чупнă.
Çăварни кунĕнче ачасем кăвак çутăллах çывăрса тăрса çунашкисене туртса тăвайккине вĕçтернĕ. Çакна ватăсем «çерçи ури хуçни» тенĕ. Тăвайккинчен чи пĕрремĕш ярăнса анакан ача «шыв çулĕ уçакан» пулнă. Ăна пурте парнесем панă: мăйăр, пĕремĕк, вăрă т.ыт.те. Çав ачан алли çăмăл тесе шутланă. Çуркуннехи ĕçсене пуçласа пама та ăнах хушнă. Çăварни кун вара тăвайкки шавласа, кĕрлесе кăна тăнă. Çăварнин юлашки кунĕнче, вырсарни кун, лашасем кӳлсе каччăсем хĕрсене капăр çунасем çине лартса çăварни чупнă. Вĕсем урăх ялсене те кайнă. Каччисен е хĕрĕсен хурăнташĕсем патне кĕрсе юрласа, ташласа савăннă. Çавăн пекех ача-пăча та çăварни чупса савăннă.
Çăварни иртсен çичĕ эрне типĕ тытмалла. Çăварнипе Мăнкун хушшинче нимĕнле уяв та пулмасть.
Читайте нас: