Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
2 Мартӑн 2020, 18:44

Çĕпĕрте чăваш музейĕ пур

Тюмень облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче Чӑваш музейӗ уҫӑлни ҫинчен чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн президенчӗ Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ.

Чӑваш наци музейӗ Тюменьти культура тата ӑслӑлӑхпа тӗпчев учрежденийӗ шутланать. Унта Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурлӑхпа ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ упранать. Музейра 18 ӗмӗртӗн пуҫласа паянхи кунчченхи материалсем: кил-тӗрӗшре, ӳнерте усӑ курнӑ хатӗрсем тата ытти те — пур.
Музее йӗркелеме пулӑшнӑшӑн «Тӑван» ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсене тата вырӑнти хастарсене тав тунӑ. Кунта Людмила Васильева, Ольга Федорова, Алёна Кучкильдинова, Александр Уркина тăрашнă.
Музее нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тюменьти патшалӑх культура институчӗн музыка, хореографи тата театр факультечӗн деканӗ Л.В. Демина музее парнесем панӑ.
Читайте нас: