Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
3 Мартӑн 2020, 19:40

Ĕçе вырнаçасшăн. Чăвашла пĕлетĕн-и?

Ӗҫ шыракансен «HeadHunter» сервисӗ пирӗн ҫӗршыв ҫыннисем вырӑс чӗлхисӗр пуҫне тата хӑш чӗлхене пӗлнине тишкернӗ.

Чи анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесен йышне тутар, пушкӑрт тата чӑваш чӗлхисем лекнӗ. Маларах асӑннӑ сервис резюмесене тишкернӗ май ҫапла пӗтӗмлетнӗ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ҫав вӑхӑтрах хӑш чӗлхене пӗлнине питӗ сайра чухне ыйтаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки «HeadHunter Поволжье» (чӑв. HeadHunter Атӑлҫи) сервисӑн пресс-служба ертӳҫи Александра Севостьянова пӗлтернӗ.
«HeadHunter» специалисчӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, тутар чӗлхине пӗлнине резюме авторӗсенчен 0,6 проценчӗ кӑтартать, пушкӑрт чӗлхине — 0,09%, чӑваш чӗлхине — 0,02%. Ҫапла вара чӑваш чӗлхи виҫҫӗмӗш йӗрке йышӑннӑ.
«HeadHunter» вырнаҫтарнӑ вакансисенчен 500-е яхӑнӗнче тутар чӗлхи пӗлмеллине кӑтартнӑ, 40 вакансире — пушкӑрт чӗлхине, 15-ре — чӑваш чӗлхине.
Читайте нас: