Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
6 Мартӑн 2020, 17:18

Асанне юмахӗсем – чăвашла

«Старик кӗслине алла илчӗ те кӗвӗ калама пуçларӗ, тилӗ ташша ячӗ. Илемлӗ кӗпи вӗл-вӗл вӗçни, хушпăвӗн тенкисем хитрен чăнкăртатни çеç илтӗнсе тăрать. Карчăк кăмака çинчен манса кайсах тилӗ ташланине пăхса тăрать, алă çупать...»

Чее тилӗ çинчен каласа паракан çакăн пек интереслӗ юмахран пуçланнă Тольяттири 12-мӗш библиотекăри тӗлпулу. «Асанне юмахӗсем» проекта хутшăнса хулари Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗ Зинаида Левукова ачасене чăваш халăх юмахне вуласа панă. Зинаида Владимировна юмаха артист пекех вуланăран ăна итлекен ачасемпе аслисем хăйсене авалхи чăваш пӳртӗнче пулса курнă пекех туйнă, чăваш халăхӗн йăли-йӗрки, культури çинчен нумай пӗлнĕ, тумӗпе, кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемпе паллашнă.
ЧНКА хастарӗсем – Зинаида Владимировнăн мăшăрӗ Владимир Леонтьевич ачасене тепӗр халап каласа панă. «Çил хуçи» ятлине. В.Л.Левуков – поэт, çыравçă, РФ Писательсен союзӗн пайташӗ. Чăваш фольклорне çав тери аван пӗлет.
Ачасем хăнасемпе пӗрле тилӗсем ăсталанă, икерчӗрен пӳрт тума вӗреннĕ, чей ӗçнĕ. Унтан ачасем купăспа юрланă, амăшӗсене вара Зинаида Левукова Атăл тăрăхӗнчи халăхсен апат-çимӗçӗн рецепчӗсемпе паллаштарнă.
Сăнÿкерчӗкӗ: Владимир ЛЕОНТЬЕВ.
«Сувар».
Читайте нас: