Пӗрремӗш ҫумӑр /аслати/ хыҫҫӑн Ҫӗр чӳкне, Уй чӳкне, Учука чӳклеҫҫӗ. Ҫӑмарта кустараҫҫӗ, ҫӗр ҫине тухса ҫара уран, тумтире ярханах ярса ташлаҫҫӗ. Мунча кӗрсе тасалаҫҫӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ.
Акана тухиччен пӗр эрне маларах ака чӳкне тухаҫҫӗ. Ялти паллӑ ҫын ывӑлӗпе иртерех тухса пӗр йӑран суха тӑвать. Пӑтӑпа ҫӑмарта ҫиет. Пӗр ҫӑмартине йӑран пуҫне пытарса хӑварать. Ҫӗр типне хыҫҫӑн, кашни ҫемье акана тухать. Ака уйӑхӗнче тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук сасси татӑлмасть.
Куккук авӑтма, шӑпчӑк юрлама пуҫлать.
Вӗлле хурчӗ тытакансем хурт утарне тасатса вӗллисене утара кӑларса лартаҫҫӗ. Хурт амине, хурт туррине асӑнса утар чӳкне ирттереҫҫӗ. Хуртне пыл, шыв парса пӑхаҫҫӗ. Асӑнса пӑтӑ пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ, пыллӑ сӑра ӗҫеҫҫӗ.
Акӑ уйӑхӗнче кӗтуҫ тытаҫҫӗ. Кӗтӳҫ кӗллипе выльӑх йышӗн чукне ирттереҫҫӗ. Уйӑх вӗҫӗнче /типӗтсен/ кӗту яраҫҫӗ. Выльӑхсене пилеш, ҫӗмӗрт, кӑчкӑ турачӗсемпе хӑвалаҫҫӗ, кӗтӳҫе кӗту пуҫтарӑнакан вырӑнта ҫӑмартасем парса чыслаҫҫӗ.
Уйӑх пуҫламӑшӗнче пир шуратса ҫапаҫҫӗ. Качча каякан хӗр килӗнче кӗпе-тумтир ҫӗлеҫҫӗ, парне пуҫтарса хатӗрлеҫҫӗ. Ӗҫӗсене акана тухиччен пӗтереймесен, туй умӗн пӗр-ик эрне маларах пуҫтарӑнса вӗҫлеҫҫӗ.
Шыв-шур вараланиччен, юр шывӗпе ҫу кунӗсем валли, хӑна валли, ҫемҫе сӑра тӑваҫҫӗ. Ҫак уйӑхра ытларах чиркӳ ирттерекен Мӑнкун уявӗ иртет. Акӑ уйӑхӗнче ҫӗр ӗҫченӗ уя тухать, суха тӑвать, тырри-пуллине акать.