-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче саланнисем ҫеҫ мар, чикӗ леш енчисем те тӑван чӗлхешӗн тунсӑхлаҫҫӗ. Эстонире пурӑнакан Ираида Захарова темиҫе ҫул ӗнтӗ вырӑнти радиопа чӑвашла передачӑсем йӗркелет.
Радиокӑларӑмсен тӗллевӗ – чӑваш культурипе паллаштарасси. «Ӑраскал» радиокӑларӑма кӑсӑкланса итлекенсем валли черетлӗ передача ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче эфира тухнă.
Хальхинче Акатуй уявӗ ҫинчен каласа панă, уявӑн тӗрлӗ аталанӑвӑн тапхӑрӗсемпе паллаштарнă.
Эфира пӗртӑван Малинасен тата Роза Степанован юррисем илем кӳнĕ.