Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
6 Августӑн 2021, 13:13

Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен"

Хамăр пӗтмесӗр вăл çухалмасть, паллах. Çапах та, кăштах йăнăшсене тишкерсен те пăсмӗ.  

Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен"
Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен"

Юлашки вăхăтра «чӗлхе пӗтет» тесе çухăрашакансем йышланса кайрӗç. Вӗрентӳ тытăмне айăплама пăхаççӗ, патшалăхăн çӗнӗ саккунӗсене тата ытти те. Хăв нимӗншӗн те явап тытмастăн пулсассăн, вăл е ку çылăхшăн айăплине хăвăрт тупма пулать.

Малалла мӗн тумаллине те пӗлекен сахал çакнашкал «экспертсен» хушшинче. Ытларах эмоцисем, тарăху. Ытларах чухне сасăпа е шухăшра каланă «Ман ӗмӗре çитет...» формулировкăсемпе вӗçленет тавлашу е айăплав.  

Хамăр пӗтмесӗр вăл çухалмасть, паллах. Çапах та, кăштах йăнăшсене тишкерсен те пăсмӗ.

Чӗлхе пӗтме, тӗрӗсрех каласан, улшăнма – ӗнер кăна тытăнман. Паян çак процесăн паллисем ытларах курăннипе эпир хумханма тытăнтăмăр. Аркану тымарӗсем тарăнрах пытаннă вăхăт тислӗкӗ ăшне.

Амăшӗсем ачисемпе чăвашла калаçмаççӗ тетпӗр. Анчах та амăшӗсем хăйсем ачана чăвашла вӗрентмелӗх пӗлеççӗ-и чăвашла? Кун пирки шухăшлакан сахал. Часрах айăплисене тупмалла.

Паян 20-30 çул каялла çуралнисем атте-анне ретне тăраççӗ. Ку вăл «шухă» 90-мӗш çулсенче çут тӗнчене килнӗ ачасем. Вӗсем çуклăх вăхăтӗнче ӳснисӗр пуçне, шкулта чăваш чӗлхине вӗрентес чи ăнланмалла мар тапхăра çакланчӗç. Шупашкарти чӗлхепе çырас правилосене улăштаракан, çӗнӗ кӗнекесем кăларакан чӗлхеçӗсем хăйсен ӗçӗшӗн патшалăх премийӗсем илнӗ вăхăтра çак ачасем, 4-мӗш класра чăваш чӗлхипе панă хăнăхтарусенчи сăмахсене ăнланаймасăр, амăшӗсемпе пӗрле йӗре-йӗре çӗрӗпе чăвашла-вырăсла словарь пулăшнипе килти ӗç туса ларчӗç. Ăçтан пӗлетӗп-ха эпӗ çакăн çинчен? Ман пата ачине шкула яракан  юлташ-пӗлӗшсем «ак ку мӗнле пулать?», «ак ку мӗне пӗлтерет?» – тесе пӗрре мар каçпа  шăнкăравланăран. Ман шутпа шăпах çак реформаторсем пистерчӗç те ачасене, унтан та ытларах амăшӗсене шкулти чи юратнă предметран – чăваш чӗлхинчен. Хамăр чӗлхене çапла йывăрлăхпа вӗрентме юраманнине питӗ кая юлса ăнланчӗç ахăр Шупашкарта. Халӗ ашшӗ-амăшӗсен ачин тăван чӗлхине суйласа илме ирӗк пур. 

Чăваш чӗлхипе литература урокӗсем – чи юратнисемччӗ. Унти сăвăсене те хăвăртрах вӗренетӗн, килти ӗçе те тума çăмăл, учитель ăнлантарнине те итлесе ларма интереслӗ. Эпӗ хам 30 çул каялла вӗреннине аса илетӗп. Пирӗн класра тӗрлӗрен вӗренекен пурччӗ, анчах та чăваш чӗлхипе кая юлса пыракан çукчӗ. Ун чухне çаплаччӗ. Халӗ вара? Республикăри олимпиадăна вăй виçме килекен ачасем те вырăсла шухăшлани сисӗнет.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/konstantin-malyshev-chavash-chlkhi-mnshn-irlse-pyni-cinchen

Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен"
Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен"
Автор:
Читайте нас: