Çутă çул
+24 °С
Дождь
Чăвашлăх
13 Августа 2021, 04:02

Таллинра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ

Çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Таллинри Чӑваш культурин музейӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ.

Таллинра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗТаллинра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ
Таллинра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ

Çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Таллинри Чӑваш культурин музейӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Эстонири чӑваш хастарӗ Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ. Таллинри Чӑваш культура музейӗ йӗркеленӗ Чӑваш культура кунне хутшӑнакансем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе, эрешӗсемпе паллашнӑ, пукане тума вӗреннӗ. Пуканене ҫипрен ӑсталанӑ. Унсӑр пуҫне наци эрешӗсене хаклама тата туянма май килнӗ.

Сӑмах май каласан, Ираида Захарова (хӑй вӑл Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ) Эстонире чӑвашла радиоперадачӑсем йӗркелет, тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарать.

#Эстони, #Таллин, #чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #культура, #Елчӗк районӗ

Таллинра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ
Таллинра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас