Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
23 Августӑн 2021, 19:57

Константин Малышев: Сапаланса кайнă пĕрлешÿсем

Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ съезчӗ кӑҫал октябрь уйӑхӗнче пулмалла. Аслӑ Пуху вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май, унӑн ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр шухӑшсене пӗлтерес килет.  

Константин Малышев: Сапаланса кайнă пĕрлешÿсем
Константин Малышев: Сапаланса кайнă пĕрлешÿсем

Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ съезчӗ кӑҫал октябрь уйӑхӗнче пулмалла. Аслӑ Пуху вӑхӑчӗ ҫывхарнӑ май, унӑн ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр шухӑшсене пӗлтерес килет

Конгресс чи малтан регионсенчи чӑвашсене тӗрев памалла тесе шутлатӑп, вӑл вара ытларах Чӑваш Республикинчи чӑвашсене мала хурать. Кашни районра филиалсем уҫса пӗтернӗ, вӗсем вӗресе тӑракан ӗҫ кӑтартаҫҫӗ. Иккӗленӳ ҫук, отчёт докладӗнче те Чӑваш Енри чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ тӗп вырӑн йышӑнӗ.

Пӗр енчен пӑхсан, ку начар та мар-тӑр: наци политики тата ытти те, кирлӗ ӗç. Анчах, Мускавпа Питӗре шута илмесен, регионсенче чӑвашсем ӳссе пымаҫҫӗ. Ку вара чӑвашлӑх ӗҫӗнче мӗн-тӗр улӑштарма хистет, ҫав шутра пысăк пăраххут пек малалла ишекен Конгресс мӑръинчен тухакан тӗтӗме те.

ЧР тулашӗнчи чӑваш культура пӗрлешӗвӗсем, эп астăвасса, 60-тан иртеççӗВӗсенчен лайӑх ӗҫлекенсене хисеплеме алӑ пӳрнисем те ҫитеҫҫӗ: Ульяновскпа Тюмень облаҫӗсем, Сургутпа Питӗр. Ку хаклава вӗсенче иртекен мероприятисем тӑрӑх тунӑ. (Ҫулталӑкне 10-ран ытла). Уявсен, конкурссен, фестивальсен шайӗпе тата калӑпӑшӗпе çӳлерех асăннисенчен нумайӑшӗнчен ирттеретпӗр пулсан та, Тутарстана хальлӗхе мухтасах килмест, мӗншӗн тесен лайӑхрах ӗҫлеме те майсем пур. Хамăр тăрăшманни ура хурать хăш чух.

Самар облаçӗпе Пушкăртстан Республикине те кӗртес килетчӗ лидерсен флотилине, анчах та унти виçшер-тватшар чăваш организацийӗсен хушшинче халӗ те килӗшӳ çукран, сапаланса кайнă пӗрлешӳсем пӗрлехи регионри ӗçе кирлӗ пек кăтартаймаççӗ. Шел пулин те. Облаç е республика влаçӗсем халăхпа ӗçленӗ чухне пӗр туслă йыша курасшăн, кунта тӳрех тăватă никама пăхăнман «капитан» ялав çӗкленӗ. Чăвашлăх элемне кашнийӗ хăй пӗлнӗ пек çӗклет, пӗр ӗçе тăвакан конкурентсене тăшман вырăнне хурасси таранах. Çакăнтан пӗр аван мар япала тухать – çынсене пирӗннисемпе вӗсеннисем çине пайлани. Чăваш ӗçне питех хутшăнса кайман çынсем çакна питӗ хăвăрт туяççӗ, вӗсен вердикчӗ пӗтӗмӗшле илсен, халăх майлă мар: «тармалла кун пеккисенчен...» Çапла вара пӗр-пӗр регионри чăваш юхăмӗсем, çынсене хăйсен çумне явăçтарас вырăнне, тӳнтерле, хăйсенчен пистереççӗ: халăхран, чӗлхерен, культурăран. Çитес переписьре эпир çакнашкал влаçа пайлакансен хушшинчи «тинӗс тытăçăвӗсен» çимӗçӗсене курăпăр-ха ак. Этем начаррипе усалли патне туртăнасшăн мар, ăна лайăххи, ырри илӗртет. Çапла пулнă та, пулать те.    

Чӑвашлӑх тинӗсӗнче ни мала ишеймесӗр, ни каялла чакмасăр тытӑнса тӑракансем сахалӑн мар (çулталăкне 5 пӗлтерӗшлӗ мероприяти таран ирттереççӗ): Мускав, Оренбург, Севастополь, Челябинск, Иркутск, Саратовпа Оренбург, Екатеринбургпа Чулхула тата ытти те. Кусем нумайăн, пуринчен те ытларах. Мӗншӗн тесен хальхи влаçа наци политикине пурнăçа кӗртме вырăнти халăхсен обществисем питӗ кирлӗ, вӗсене вăл мигрантсен пӗрлешӗвӗсенчен çывăхрах хурать, пысăках мар пулăшу гранчӗсем евӗр «çăлăнăç унки» пăрахкалать хушăран. Иле пӗлекенсене, паллах.

Çак обществосем хастарлӑхне питех кӑтартмаҫҫӗ, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗсене ирттернине вара пысӑк мероприятисен шутне кӗртеҫҫӗ. Вӗсен лидерӗсем ЧНК кашни пухăвне килсе «эпир пур-ха» тесе курăнса каяççӗ. Хăшӗ-пӗр хевтеллисем сивӗнчӗç, тӗрӗссине каласан.

Çапах пули-пульми ӗçӗсем çинчен тухса çуршар сехет доклад тума хăю çитерекенсем те чылай. Мӗнле-тӗр сисӗмлӗ тата пӗлтерӗшлӗ ӗç (калăпăр, темиçе çул каялла Оренбургра чăваш ресторанӗ уçăлни евӗррине) вӗсенчен кӗтесси çук. Нумайăшӗн куçӗнче ӗлӗкхи пек хастарлăх ялкăшмасть.

Ӑнӑҫлисемпе ӑнӑҫсӑррисен йӗркинче ют ҫӗршыври чăваш пӗрлешӗвӗсем те уйрăм ушкăнпа тăраççӗ: Белоруссири, Украинăри, Эстонири, Казахстанри... Америкăн пӗрлешӳллӗ штачӗсенче те нумай пулмасть уçăлчӗ. Анчах та вӗсен йышӗсем пысăках пулманнипе «юрӗ, хăть ун пеккисем пур» тесе çырлахар.

Чăвашлăх тинӗсӗнче, шел пулин те путнӑ организацисем те пур, анчах вӗсене Конгрессри списокран кӑларман: Марий Эл, Коми, Хакасси, Удмурти, Мордови республикисем, ыттисем. Унти наци лидерӗсем хăш чух  Шупашкарти пухусене те килмеççӗ.

Çапларах ӗç-хӗл курăнса тăнă çӗрте, Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ нимӗнле те ӗç илсе пыманни – ниçта шăнăçман япала пекех туйăнать. Кунта, паллах, мускавсене ятламалла-тăр. Мӗншӗн тесен кирек хăш хут çинчи организацин те таянса ӗçлемелли йыш, ӗçлӗ ушкăн пулмалла. Шӗкӗр хулара пурăнакан чăвашсен аслисем кăна мар, çамрăкӗсем те сивӗнчӗç ахăр халăх культурине аталантарас обществăлла ӗçрен. Самарсемпе пушкăртстансен «тутăхтаракан чирӗ» мускавсене айккинчен иртсе кайман. Влаç пайла-пайла миллионшар тенкӗллӗ федераллă грантсем илекен тутар, мари, грек, пушкăрт тата ытти халăхсен пӗрлешӗвӗсем çумӗнчен пăхса иртсе каятпăр. Юлашкинчен Чăваш наци конгресӗ çакнашкал гранта 2017 çулта илнӗччӗ, Федераллă чăваш автономийӗ – пӗрре те илмен. Кунта нимеле пандемия та сăлтав пулма пултараймасть. Пӗрремӗш çул мар ӗнтӗ тăсăлать кун пек чӗмсӗрлӗх...

Çапларах курăнать мана чăваш обществисенчи хальхи лару-тăру. Йăнăшатăп пулсан, тӳрлетӗр. Çапах тӗллевре урăххиччӗ. Мӗн тумалла Конгресăн, Федераллă автономин тата Чăваш Республикин регионсенчи чăвашсене ăнăçлă ӗçлеттерес тесен? Наци политики республика тулашӗнчен тухса çӗршыв шайӗнче янăрамалăх пирӗн йыш хальлӗхе çителӗклӗ вӗт. Çак ыйту çине хурав тупас килет.

Ман шутпа, Федераци шайӗнчи чăваш наципе культура автономин е Чăваш Наци Конгресӗн регионти чăваш культура пӗрлешӗвӗсем хушшинче тăван чӗлхепе культурăна аталантарма укçаллă конкурссемпе грантсем вылянтармалла. Çакăн валли тăван республикăра укçа тупăнмасан, Президент грантне илме проект хатӗрлемелле е Нацинальноçсен ӗçӗсемпе ӗçлекен федераллă агентстворан укçа уйăрттармалла. Çакăн валли пирӗн çӳлте ларакан ăслă çынсем çителӗклӗ тесе шутлатăп. Николай Федорович Угасловăн укçипе кăна тытăнса тăмалла мар пирӗн халăха кирлӗ пӗрлехи общество ӗçӗ

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/sapalansa-kayna-prleshsem

Константин Малышев: Сапаланса кайнă пĕрлешÿсем
Константин Малышев: Сапаланса кайнă пĕрлешÿсем
Автор:
Читайте нас: