2010 çулта çырнă сăвă ал айне лекрĕ. Эй, тур-тур! Кун пек сăвăсем те çырнă иккен эп. Паян пулсан пачах та çырас çук... )))
Альбина ЮРАТУ
МАН ПЕК АЙВАН ТАТА КАМ ПУР-ШИ?
Ман пек айван тата кам пур-ши?
Ман пек айван ăçта пурнать-ши?
Ăна курса ман калаçасчĕ,
Ăна чуна уçса парасчĕ.
Тен, вăл мана тÿрех ăнланĕ?
Ăнланĕ те чуна пусарĕ.
Манпа пĕрле ларса кăшт канĕ?
Унтан тĕнче хĕрне вăшт тарĕ…
Серепине хамах эп лартрăм,
Айванланса тÿрех çаклантăм.
Вĕриленсе вутра çунатăп,
Сана савса асапланатăп…
Санран пин сухрăма тарасчĕ,
Ĕмĕрлĕхе ятна манасчĕ.
Ăслăланса çеç пурăнасчĕ,
Айван пулма ман пăрахасчĕ.
Ман пек айван тата кам пур-ши?
Хăш тĕнчере вăл пурăнать-ши?
Кама ман евĕр вăл савать-ши?
Ман евĕр ухмаха тухать-ши?