Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
3 Сентябрӗн 2021, 09:25

Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕнче" чăваш картишĕ те пулать

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕ» уçăлĕ.

Самар хулинче  «Халăхсен туслăх паркĕнче" чăваш картишĕ те пулать
Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕнче" чăваш картишĕ те пулать

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕ» уçăлĕ

Çак кунсенче ку тăрăхри паллă вырăн пулмалли парка туса пĕтернĕпе пĕрех. Хальхи вăхăтра паркри наци çурчĕсене хăтлăх кĕртсе халăхсен йăли-йĕрки, культури çинчен каласа паракан экспонатсемпе пуянлатаççĕ.

Экспонатсене Раççейĕн пур кĕтесĕсенчен те илсе килеççĕ. Ытти нацисен çурчĕсем хушшинче чăваш картишĕ, çурчĕ-йĕрĕ хăтлă курăнать. Чăваш килĕ, виçĕ пайран тăракан хапхи, çурта кĕмелле калитке, сăра вĕретмелли лаç, столяр мастерскойĕ тата ытти те илемлĕн те тирпейлĕн хăпарса ларнă.

Самар тăрăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ертÿçи Людмила Павлова тăрăшнипе чăваш картишне чылай экспонат илсе килсе вырнаçтарнă. Вĕсене Чăваш Республикинчен, Чĕмпĕрпе Самар тата ытти тăрăхсенчен пуçтарнă. Халăхсен туслăхĕн паркне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Самара хулине Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, конгресăн Каçалти уйрăмĕн ертÿçи Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» халăх ансамблĕ кайма хатĕрленеççĕ. Паллах, вĕсем Самарти чăваш картиш-музейне валли парнесем те илсе кайĕç.

ЧНК пресс-служби.

Самар хулинче  «Халăхсен туслăх паркĕнче" чăваш картишĕ те пулать
Самар хулинче «Халăхсен туслăх паркĕнче" чăваш картишĕ те пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: