Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Сентябрӗн 2021, 10:37

Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫне пухӑннӑ

Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫин, Улькка Эльменӗн (Ольга Куликован), пултарулӑх каҫӗ иртнӗ.

Аса илтерер: поэт тата прозаик ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ. Вӗсем — «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ», «Упраймарӑм сана», «Сарӑ кӗпе». Шкул ачисем валли ҫырнӑ калавсен «Кушак» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫӗнче Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Семендер тата Светлана Асамат, Людмила Сачкова, Василий Кервень, Галина Матвеева, Раиса Воробьёва, Лидия Ковалюк ҫыравҫӑсем тата ытти хӑна чылай ӑшӑ сӑмах каланӑ».

#юбилейсем#вулавӑшсем#юбилейсем#ҫыравҫӑсем

Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫне пухӑннӑ
Улькка Эльменӗн пултарулӑх каҫне пухӑннӑ
Автор:
Читайте нас: