Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Сентябрӗн 2021, 16:43

Хусанта чăваш культурин кунӗсем иртеççĕ

Сентябрӗн 21-23-мӗшӗсенче Хусанта Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Мероприятие Тутарстанри Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă.  

Хусанта чăваш культурин кунӗсем иртеççĕ
Хусанта чăваш культурин кунӗсем иртеççĕ

Сентябрӗн 21-23-мӗшӗсенче Хусанта Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ. Мероприятие Тутарстанри Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Мероприятин программи анлă: спектакль, кино, концерт.

Чăваш театрне кăмăллакансем сентябрӗн 21-мӗшӗнче Г.Камал ячӗллӗ театрта «Шуйттан чури» икӗ пайлă мистикăллă драмăна курма пултараççӗ. Я.Ухсай трагедийӗ тăрăх лартнă постановкăна К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ кăтартӗ.
Сентябрӗн 22-мӗшӗнче  ТР Халăхсен Туслăх Çуртӗнче «Чăвашкино» патшалăх киностудийӗ Алексей Енейкинăн «Кунта тăшман ури ярса пусмӗ» («Сюда не ступит нога врага»)  ятлă вырăсла-чăвашла телефильм кăтартӗ. Ăна 1941–1942 çулсенче Сăр тата Хусан оборона линийӗсен строительствине хутшăннисене халалланă. Фильма ӳкернӗ çӗрте чăваш театрӗсен артисчӗсем хутшăннă.
Сентябрӗн 23-мӗшӗнче Халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн пысăк концерчӗ пулать. Куракансем пирӗн халăхăн чи паха юрри-ташшипе паллашӗç. 

ТР ЧНКА пресс-служби.
К.Малышев 
сăнӳкерчӗкӗ

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/chavash-kulturin-kunsem-khusanta-chavashla-spektakl-kino-tata-kontsert-kurmasar-an-yular

Хусанта чăваш культурин кунӗсем иртеççĕ
Хусанта чăваш культурин кунӗсем иртеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: