Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Сентябрӗн 2021, 09:40

Тăван чĕлхесен поезчĕ çÿре пуçланă

Хусан метровӗнче тӑван чӗлхесен пуйӑсне хута янӑ.  

Тăван чĕлхесен поезчĕ çÿре пуçланă
Тăван чĕлхесен поезчĕ çÿре пуçланă

Хусан метровӗнче тӑван чӗлхесен пуйӑсне хута янӑ.

Хусанти метрора ҫӗнӗ поезд янӑ, ӑна "тӑван чӗлхе поезчӗ" тесе ят панӑ. Çакă вăл Тутарстанра пурӑнакан халӑхсен этника символикипе илемлетнӗ ултӑ вагон. Унта тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, пурте усă курма кăмăллакан сăмахсем пур. Вагонсенче те селфи-поинтсем вырнаҫтарнӑ. Пассажирсем, сӑмахран, ҫамрӑк Тукайпа ӳкерӗнме тата поэт сӗннӗ сӑмахсенчен паллӑ сӑвӑсем ҫырма пултараҫҫӗ.

Тӑван чӗлхесен поезчӗ ҫулталӑк вӗҫленичченех çÿрĕ. Ҫак проекта хута яни Тутарстан Республикинче Тӑван чӗлхесемпе халӑх пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑ мероприятисене вӗҫлет.

 

https://m.realnoevremya.ru/news/ информацийĕпе.

Тăван чĕлхесен поезчĕ çÿре пуçланă
Тăван чĕлхесен поезчĕ çÿре пуçланă
Автор:
Читайте нас: