Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
7 Октябрӗн 2021, 08:50

«Common Voice» проект чӑвашсем анлӑрах хутшӑнасса шанать

Проект ертӳҫисем чӑвашла сасӑланӑ материал сахалтарах пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫавна май пирӗн халӑха хастартарах хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.  

«Common Voice» проект чӑвашсем анлӑрах хутшӑнасса шанать
«Common Voice» проект чӑвашсем анлӑрах хутшӑнасса шанать

Эпир унччен сире Mozilla Firefox браузера хатӗрлекенсем «Common Voice» проект урлӑ чӑвашла сасӑ пухни пирки каласа панӑччӗ. Аса илтеретпӗр: ҫак проект урлӑ тӗрлӗ чӗлхепе сасӑланӑ сӑмахсемпе пуплевӗшсене усӑ курса компьютера ҫав чӗлхесемпе калаҫма тата калаҫнине текста куҫарма вӗрентме шутлаҫҫӗ.

Проект ертӳҫисем чӑвашла сасӑланӑ материал сахалтарах пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, ҫавна май пирӗн халӑха хастартарах хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ.

Ҫак проекта хӑвӑрӑн тӳпене хывас кӑмӑл пур пулсан ӗҫӗ кӑткӑсах мар. Чи малтан ҫак сайта кӗмелле те (логинланмалла) вара «Кала» е «Итле» пайсене хутшӑнмалла. Пӗрремӗшӗнче сире 5 пуплевӗш е сӑмах сасӑлама ыйтӗҫ — сирӗн вӗсене чӑвашла каламалла. Иккӗмӗшӗнче вара ытти хутшӑнакансем сасӑланине тӗрӗслемелле пулӗ. Вунӑ минут хушшинче, калӑпӑр сахал мар пуплевӗш е сӑмах тӗрӗслеме е сасӑлама май пур. Тепӗр май каласан, ку нумай вӑхӑт йышӑнмасть — кӑмӑл ҫеҫ кирлӗ.

Чӑвашла хальхи вӑхӑтра пурӗ 22 сехетлӗх сасӑ ҫырса илнӗ, тӗрӗслев енӗпе вара çичĕ сехет ҫырнине ҫеҫ хутшӑнакансем пӑхса тухнӑ.

#браузерсем#пулӑшу#чӑваш чӗлхи#тӗнче тетелӗ#ниме

«Common Voice» проект чӑвашсем анлӑрах хутшӑнасса шанать
«Common Voice» проект чӑвашсем анлӑрах хутшӑнасса шанать
Автор:
Читайте нас: