Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
18 Октябрӗн 2021, 11:34

«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» пичетленсе тухнӑ

Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ.

«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» пичетленсе тухнӑ
«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» пичетленсе тухнӑ

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» кӑларӑма Владимир Галошев пухса хатӗрленӗ. Унта вӑл чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене (халапсене, легендӑсене, ваттисен сӑмахсемпе каларӑшсене, кӗске юмахсене) кӗртнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтри фольклор тӗслӗхӗсем те пур.

«Чӑваш тӗнчи», «Ачалӑх», «Ҫамрӑклӑх» пайсенче чӑваш халӑхӗн шалти тӗнчипе, шухӑшлавӗпе, тӗнче курӑмӗпе паллаштарнӑ. «Пирӗн чӑваш ҫапларах вӑл», «Хутшӑнусем» пайсем те кӑсӑклӑ. Тӑвансене епле чӗнмеллипе те паллаштарнӑ.

Кӗнекене аслӑ классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ.

#халӑх сӑмахлӑхӗ#литература#культура#кӗнекесем#чӑвашлӑх#кӗнеке издательсьв

«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» пичетленсе тухнӑ
«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен» пичетленсе тухнӑ
Автор:
Читайте нас: