Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Октябрӗн 2021, 12:07

Пирĕн ентеш Елена Шурту Тав çырăвне тивĕçнĕ

Елена Шурту Пишпӳлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Пирĕн ентеш Елена Шурту Тав çырăвне тивĕçнĕ
Пирĕн ентеш Елена Шурту Тав çырăвне тивĕçнĕ

Пушкӑртстан Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӗн Председателӗ Константин Толкачев октябрӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисткине Елена Владимировна Хорькована (Елена Шурту) Пушкӑртстанри культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫӗ-хӗлĕшĕн Тав ҫырӑвӗпе чысланă.

Елена Шурту Пишпӳлек районӗнче ҫуралса ӳснӗ, районтан тухнисенчен пӗри шутланать. Елена Владимировнӑна пула икӗ республика хушшинчи ӑнланулӑх ҫирӗпленет, пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсем тĕрекленеҫҫӗ. Обществӑлла пысӑк ӗҫ ертсе пырать — Чӑваш Енри театр деятелӗсен Союзӗн Правленийӗн членӗ, чӑваш наци Конгресӗн культура Комитечӗн членӗ. Елена Владимировна хулари тата республикӑри массӑллӑ мероприятисене хутшӑнать, жюри членӗ нумай конкурсра пулнă.

Пирӗн ентешӗмӗрсем — пултаруллӑ актриса, театр ӑсти тата чӑваш халӑх юррисене шӑрантаракан, ҫав шутра Пушкӑртстанри чӑвашсен юррине хастарлӑн пропагандӑлакан хастар ӗҫчен пулнине пӗлни пире кӑмӑллӑ. Актриса тӑван чӑваш халӑхӗн професси ӑсталӑхне хӳтӗлекен грант тӗллевлӗ проектсене пурнӑҫлама тӑрӑшать. Елена Шурту нумай енлĕ талантлă çын нумай. Хӑйӗн ӑсталӑхне, пластикине, шӳтлеме пӗлнине пула артистка чӑваш театрӗнче комеди тата характерлӑ рольсене питӗ лайӑх пурнӑҫлать.

Ӑна малашнехи пурнăçра телей сунатпӑр, унӑн пултарулӑх ӑсталӑхӗ ҫирӗплентӗр, пурнӑҫ ҫулӗ ӑнӑҫлӑ пултӑр!

Людмила МУРМАНСКАЯ,

Пушкӑртстанри Чӑваш Канашĕн председателӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Людмила МУРМАНСКАЯ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Пирĕн ентеш Елена Шурту Тав çырăвне тивĕçнĕ
Пирĕн ентеш Елена Шурту Тав çырăвне тивĕçнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: