Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Октябрӗн 2021, 08:59

Чăваш Наци Конгресне Валерий Клементьев ертсе пырĕ

"Угаслов Конгресран кайсан, вӑл арканма тытӑнать..."

Чăваш Наци Конгресне Валерий Клементьев ертсе пырĕ
Чăваш Наци Конгресне Валерий Клементьев ертсе пырĕ

Ку сӑмахсене эпир Чӑваш Наци Конгресӗн Аслӑ Пухӑвне хутшӑнакан чылай ҫынран илтрӗмӗр. Паллах, экономика тӗревӗсӗр паян кирек хӑш общество организацине те йывӑр.

Телее, Николай Угаслов ниҫта та каймасть Конгресран. Пушшех те. Вице-президент вырӑнӗнче юлса вал организаци президиумне тата темиҫе сумлӑ ҫынна – ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене – кӗртме хистерӗ. Вӗсем пурте Валерий Клементьева шанса панӑ ӗҫре пулӑшса пырӗҫ.

Пӗтӗмӗшле илсен, съездра интрига пулмарӗ, сасӑлав альтернативӑсӑр иртрӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Анчах та Устав тӑрӑх, альтернатива пулмаллах. Ҫавӑнпа Валерий Клементьев кандидатурине хирӗҫ Анатолий Ухтияров хӑйӗн кандидатурине юри тенӗ пек тӑратрӗ. Вал иртнӗ съездра Николай Угаслова суйланӑ чухне те ҫапла тунӑччӗ. Апла пулин те уншӑн 14 ҫын сасӑлакан тупӑнчӗ. 

Николай Угаслова ҫав должноҫрах юлма ыйтакансем нумайӑн пулчӗҫ, анчах та вӑл Президентран тухма ӗнер кӑна йышӑну туман ахӑр, ҫамрӑксене ҫул парасшӑн пулчӗ. 

"Валерий Клементьев манӑн кандидатура, эпӗ съездран ӑна тӗрев пама ыйтатӑп", – терӗ Угаслов. Ӑна ҫынсем итлерӗҫ. 

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ugaslov-kongresran-kaysan-vl-arkanma-tytnat

Чăваш Наци Конгресне Валерий Клементьев ертсе пырĕ
Чăваш Наци Конгресне Валерий Клементьев ертсе пырĕ
Автор:
Читайте нас: