Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
1 Ноябрӗн 2021, 18:06

Тӗрӗ тĕрлеме вӗренме йышӑнаҫҫӗ

Шкулти курс виҫӗ уйӑха тӑсӑлӗ.

Тӗрӗ тĕрлеме  вӗренме йышӑнаҫҫӗ
Тӗрӗ тĕрлеме вӗренме йышӑнаҫҫӗ

Чӑваш наци музейӗ Чӑваш Енри Тӗрӗн наци шкулне вӗренме йышӑнать. Ку хыпара культура учрежденийӗ Чӑваш Ен Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Шкулти пӗрремӗш заняти чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.

Вӗренекенсене чӑваш тӗррин историйӗпе паллаштарӗҫ, ҫӗвӗ техникине хӑнӑхтарӗҫ, тӗсе тӗрӗс суйласа илме вӗрентӗҫ.

Чӑваш Ен культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр республика Элтеперӗ Олег Николаев Тӗрӗн наци шкулне йӗркелеме хушнӑ. «Эпир ҫавна пурнӑҫларӑмӑр. Музей чылай вӑхӑтлӑха программа хатӗрлерӗ», — тенӗ министр.

Шкулти курс виҫӗ уйӑха тӑсӑлӗ. Занятисене Чӑваш тӗррин музейӗнче шӑматкунсерен ирттерӗҫ. Тӗрлеме Любовь Вазюкова ӑста хӑнӑхтарӗ. Курс хакӗ — 3300 тенкӗ. Ҫав хака ӗҫре кирлӗ материалсемпе инструментсем те кӗреҫҫӗ.

#культура#чӑвашлӑх#музейсем#шкулсем#вӗренӳ

Тӗрӗ тĕрлеме  вӗренме йышӑнаҫҫӗ
Тӗрӗ тĕрлеме вӗренме йышӑнаҫҫӗ
Автор:
Читайте нас: