Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
19 Ноябрӗн 2021, 19:41

«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проектпа ӗҫлеҫҫӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак эрнере ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ.

«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проектпа ӗҫлеҫҫӗ
«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проектпа ӗҫлеҫҫӗ

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ҫак эрнере ҫӗнӗ проект ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки аслӑ шкулӑн преподавателӗ Елен Нарпи Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проект Раҫҫей Федерацийӗн халӑхсен тӑван чӗлхисене упрас тата вӗрентес енӗпе ӗҫлекен фондӑн грантне тивӗҫнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплисем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри чӑваш филологи уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе преподавательсем. Проект ертӳҫи — А.М. Иванова.

Халӗ преподавательсемпе студентсем интерактивлӑ уроксемпе шкулсене тата ытти вырӑна тухса ҫӳреҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧПУн медицина факультетӗнче педиатри уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе урок ирттернӗ.

#чӑваш чӗлхи#чӑвашлӑх#ЧПУ#ҫамрӑксем#акцисем#вӗренӳ

«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проектпа ӗҫлеҫҫӗ
«Чӑматанри чӑваш чӗлхи» проектпа ӗҫлеҫҫӗ
Автор:
Читайте нас: