Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
2 Декабрӗн 2021, 21:42

Ҫеҫпӗл Мишши музейне хупнӑ

Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ.

Ҫеҫпӗл Мишши музейне хупнӑ
Ҫеҫпӗл Мишши музейне хупнӑ

Украинӑри чӑвашсен ентешлӗхӗн председателӗн ҫумӗ Надежда Лисовая Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Остёр хулинчи гимназири Ҫеҫпӗл Мишшин музейне хупнӑ. Украинӑри хастар асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӗнер пулнӑ, гимнази директорӗпе Анна Дробязкӑпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Шкулта уҫнӑ Ҫеҫпӗл музейне хупнӑ. Халӗ гимнази территорийӗнчен Ҫеҫпӗл бюстне ӑҫта илсе каймалли пирки пуҫ ватаҫҫӗ.
«Шел пулин те общество япӑхса пырать. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем бюст ҫинче кам сӑнланнине пӗлменни мана тӗлӗнтерчӗ тата пӑшӑрхантарчӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Надежда Лисовая.
#музейсем, #шкулсем, #астӑвӑм, #Украина, #чӑвашлӑ
"Хыпар" хаçатран.

Ҫеҫпӗл Мишши музейне хупнӑ
Ҫеҫпӗл Мишши музейне хупнӑ
Автор:
Читайте нас: