Кирек хăш вăйлă цивилизаци те хăйне валли календарь тунă. Чӑвашсен историллӗ ҫул-йӗрӗ халӑх календарӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Эпир ӑна шута ҫеҫ илместпӗр. Тӗслӗхрен, уйӑх ячӗсене мӗншӗн "уйӑх" тенӗ? Мӗншӗн тесен малтан, куҫса ҫӳрекен халӑх пулнӑ чухне, эпир Уйӑх календарӗпе пурӑннӑ.
«Тулли уйӑх», «ҫурла уйӑх» тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ, уйăх 29 кунран улшăнать. Анчах 12 уйӑха Уйӑх ылмашăннисемпе шайлаштарса шутласан, 355 кун кӑна пухӑнать. Вара, виҫӗ ҫул иртсен тӑваттӑмӗшне чӑвашсен календарӗнче тепӗр кӗске уйӑх хушӑннӑ – Кӗҫӗн кӑрлач.
Уйӑхсен ячӗсем ҫинчен каличчен эрнен кунӗсем ҫинчен калас килет.
Тӗрӗк халӑхӗсен пилӗк кунлӑх эрне пулнине пӗлетпӗр. Вăл эрнекунпа вӗҫленнӗ. Мӑсӑльман тӗнне илнӗ чылай тӗрӗк халӑхӗн эрнекун – кану кунӗ шутланать. Анчах чӑвашсен кӗҫӗн эрне кунӗ пур – кӗҫнерникун. Ҫакӑ пирӗн маларах 4 кунлӑ эрне, тăваттăмӗшӗ – канмалли пулни ҫинчен аса илтерет. Каярах, календаре эрнекун кӗрсен, кӗçнерникун вӑл «кӗҫӗне» тӑрса юлать. Мӗншӗн апла пулни ҫинчен шантарса калама йывӑр, ҫакӑ халӑх вырӑнтан вырӑна куҫнипе пулса иртнӗ пулмалла. Калӑпӑр, Шумерта е Ҫурҫӗр Китайра чухне 4 кунлӑ эрне. Вӑтам Азипе Кавказра пурӑннӑ чухне 5 кунлӑ. Аслӑ Пӑлхара хазарсем пӑхӑнтарсан пирӗн эрнене 6-мӗш кун кӗрет – шӑматкун. Ку еврейсен канмалли кунӗ – Шаббат. Хазар каганлӑхӗнче официаллӑ тӗн иудаизм пулнӑ. Шабатра (шӑматкунра) иудейсем ӗçлемеççӗ. Кунсем хушăнса пынинчен, уйăхсен ячӗсем улшăнса пынинчен тӗлӗнмелли ҫук, ҫакӑ халӑхсен хутшӑнӑвӗ ҫинчен калать. Вырӑссен витӗмне кӗнӗ хыҫҫӑн, христианство сарӑлнӑ май, календаре вырӑс эрне кунӗ – вырсарникун кӗрсе вырнаçать.
Малалли пулать.