Пӗтӗмӗшле илсен, тунтикун пӗлтерӗшне те каламалла. Николай Егоров кӗнекинче ӑна Турӑ тунӑ пуҫламӑш кун пек хакланӑ. Ытлари куна историксем «ытлашши» кун пек ӑнлантараҫҫӗ. Чăвашсен ĕненĕвĕпе ытларикун пысӑк ĕç пуçлама юрамасть. Юнкуна ӑнлантарма кирлӗ мар-тӑр, кӗҫнерникуна валли выльӑх пуснӑ (юн кӑларнӑ) кун. Ӗненӳпе ҫыхӑннӑ.
Чӑвашсен календарьне вырӑссеннипе килтерме Николай Золотницкий «Çулталăк кӗнекинче» 1867 çулта тытӑннӑ. Вӑл уйӑх ячӗсене римсенне мар, хамӑрӑннисенех хӑварнӑ. Кивӗ, юлиан календарӗллӗ стильшӗн ку юранă. Анчах та 1918 çулта Раççей григориан каленăдарьне йышăнсан, кунсем 10 талăка маларах куçаççӗ. Çакна эпир октябрӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ Ленин революцине ноябрӗн 7-мӗшӗнче уявланине пӗлетпӗр. Кунсем куçаççӗ, анчах та уйăхсен ячӗсене никам та улăштармасть. Çавăнпа пирӗн календарьти Раштав уйăхӗ (христиансен Рождество уявӗн ячӗпе парăннă) декабрьте тăрса юлнă. Нарăс (февраль) уйăхӗ те кирлӗ пек мартра мар. Мӗншӗн тесен чăвашсен авалхи Çӗнӗ çула (Нарăса) хальхипе мартăн 21-мӗшӗнче уявланă. Пирӗн календарьте вăрттăнлăхсем питӗ нумай.
Нумай пулмасть Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн тата Тутарстанри ЧНКАн хастарӗсем хутшăнса пӗрле 2022 çулхи чăвашла календарь кăларчӗç. Ăна «Эткер» ят панă, унта кунсемпе уйăхсем хальхи пек. А-3 форматлă 15 старницăран тăракан тӗрлӗ тӗслӗ çулталăк кӗнекине Сантăр Пикл ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Çак ӳкерчӗксен серине ӳнерçӗ 1994 çулта тунă пулнă. «Эткер. Ман несӗлсен тӗнчи» ятлă вăл. Унта автор çӗр ӗçченӗсен йăлисем календарьпе тачă çыхăннине сăнарласа кăтартнă. Хăш-пӗр пӗлтерӗшлӗ пулăм çинчен çырса ăнлантарнисем те пур.
http://suvargazeta.ru/