Тутарстанра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ япӑх пулнине кура, Чӑваш наципе культура автономийӗ шкул ачисен "Аталан" форумӗн пӗрремӗш тапхарне зум-конференци пек ирттерчӗ
Конференци теми "Интерактивлӑ вӗрентӗвӗн "Юман" лабораторийӗ", унӑн тӗллевӗнче шкул ҫулӗнчи ачасене чӑваш халӑх культури патне явӑҫтарасси. Ҫак ӗҫе чӑваш ҫамрӑкӗсен "Аталан" пӗрлешӗвӗн хастарӗсем тӗрлӗрен меслетсемпе пурнӑҫларӗҫ. Малтан вӗсем йышлӑ аудиторие (62 шкултан 450 ытла шкул ачи тата вӗнентекен) халӑх историйӗ, чӗлхи ҫинчен каласа пачӗҫ. Ҫак ӗҫе ТР ЧНКА Канашӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев тата "Сувар" хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова турӗҫ. Унтан халӑх тумне тӗрӗс тӑхӑнасси пирки мастер-класс иртрӗ. Ӑна Ҫырчаллинчи Чӑваш наципе культура центрӗн ертӳҫин ҫумӗ, ТР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елена Кондюкова ирттерчӗ. Вӑл чӑваш хӗрӗсемпе каччисен мӗн тата хӑҫан тумланнине тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ. Чӑнах та, тӗрлӗрен уявсенче тухья тӑхӑннӑ асаннесене курма илемлех мар, мӗншӗн тесен тухья вӑл хӗрсен тумӗ. Арҫынсем тӗрленӗ шӑлаварсем тӑхӑннине те Елена Львовна сивлерӗ. Аудитори чӗмсӗр лармарӗ. Куракансем чата та нумай ҫырчӗҫ, сасӑпа та ыйтусем пачӗҫ. Тӗслӗхрен, нумайӑшӗ чӑвашла тӗрленӗ галстук хальхилле тата илемлӗ тесе шутлать.
Кӑҫал "Аталан" форум 5-мӗш хут иртет. Чӑваш ачисене пур енчен те аталаннӑ ҫынсем пек курас килет аслисен. Хальхи вӑхӑтра ытти халӑхсенчен юлса пыма пирӗн ниепле те юрамасть, юман пек тӗреклӗ те ҫирӗп пулмалла. Пӗлӳ ҫителӗклӗ пулсан эпир кирек хӑш ыйту ҫине те хурав тупатпӑр. Нумай ыйтӑва хуравлама тӑван халӑхӑн пиншер ҫул пухӑнса пынӑ пуян ӑс-хакӑлӗ пулӑшать. Шкулсенчи классенче интерактивлӑ доскасем ҫине тинкерсе ларакан ачасене ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн ҫумӗ, "Аталан" юхӑма чӗртсе яракан Артем Носков, ТР чӑваш ҫамрӑкӗсен ертӳҫи Юлия Еремеева саламларӗҫ. Ҫавӑн пекех форума Шупашкартан Мальвина Петрова, Элтияр Александров блогерсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхине, фольклорне, литературине лайӑх пӗлни ҫулсем уҫни ҫинчен каласа пачӗҫ. Инҫет видеоҫыхӑну пулӑшнипе сӑвӑсем те янарарӗҫ форумра.
Раҫҫей чӑваш пики-2016 титула ҫӗнсе илнӗ Ксения Романова интернетри профессисене алла илни ҫинчен, чӑвашла калаҫса ҫырсан, юрласа чӗлхе илемне кӑтартсан, соцсетьсенче аванах палӑрма пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ку тӗлӗшӗпе вӑл хай чӗрӗ тӗслӗх.
Мускаври Ксения Кошелева иллюстратор чӑваш мифологийӗнчи сӑнарсене чӑвашла открыткӑсене кӗртсе ҫӗнӗ пурнӑҫ пачӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Юмахри паттӑрсем, хӗртсуртсем ӳкерчӗксем ҫинче куҫа илӗртмелле ырӑ та илӗмлӗ. Вӑл та Тутарстанри шкул ачисене хӑйӗн хушма ӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Интернет пулман пулсан, эпир ҫак, ачасен шухӑшӗсене кирлӗ енне ҫавӑракан ҫынсене, тен, пӗлмен те пулӑттӑмӑр. Коронавирус пӗлтӗр алхасса ҫынсене килсерен питӗрсе хуман пулсан, шкулск пе зум-конференци ирттересси те иккӗленӳллӗччӗ. Паян вара эпир ҫак ӗҫе тӑвайрӑмӑр. Тавтапуҫ чӑваш вӗрентекенӗсен пӗрлӗхне!
Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ мероприяти ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе иртет.
Аталан форумӑн пӗтӗмлетӳ пайне декабрӗн 21-мӗшӗнче Хусана чӑваш чӗлхипе тата литературипе предмет олимпиадине килнӗ финалистсемпе ирттерме палӑртнӑ.
http://suvargazeta.ru/