Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
16 Декабрӗн 2021, 20:37

Пушкӑртстанри чӑваш ҫыравҫин кӗнеки кун ҫути курнӑ

«Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ.

Пушкӑртстанри чӑваш ҫыравҫин кӗнеки кун ҫути курнӑ
Пушкӑртстанри чӑваш ҫыравҫин кӗнеки кун ҫути курнӑ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Пушкӑртстанри ҫыравҫӑн, Аркадий Русаковӑн, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Юрату каҫарма чӗнет» ятпа вулакан патне ҫитнӗ кӑларӑм тиражӗ – 1000 экземпляр.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстан чӑвашӗн «тӗрлӗ ҫулсенче унӑн «Чикӗри тӗлпулу» тата «Эпир кунта хӗҫпе килмен» кӑларӑмӗсем пичетленнӗ».
Аркадий Русаков — Стерлитамакри ҫыравҫӑсен организацийӗн «Шуратӑл» литература пӗрлешӗвӗн тата Раҫҫей писателӗсен союзӗн пайташӗ. Вӑл — икӗ чӗлхеллӗ автор. Чӑвашла та, вырӑсла та калӑплать.
«Унӑн произведенийӗсем тӗрлӗ хаҫат-журналта та, уйрӑм кӗнекен те тухаҫҫӗ. Ҫамрӑкрах чухне ҫыравҫа юрату, кӑмӑл-сипет, ҫутҫанталӑк темисем кӑсӑклантарнӑ пулсан халӗ истори ыйтӑвӗсемпе халӑх кун-ҫулӗ ытларах пӑшӑрхантараҫҫӗ, ҫӗнӗ калав-повесть ҫырма хистеҫҫӗ», — паллаштарнӑ ҫыравҫӑпа Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче.
#культура, #ҫыравҫӑсем, #Пушкӑртстан, #кӗнекесем, #Кӗнеке издательстви
https://www.chuvbook.ru/

Пушкӑртстанри чӑваш ҫыравҫин кӗнеки кун ҫути курнӑ
Пушкӑртстанри чӑваш ҫыравҫин кӗнеки кун ҫути курнӑ
Автор:
Читайте нас: