Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ. Лару Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче 15 сехетре пуҫланнӑ.
Аса илтерер: иртнӗ уйӑхра Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑччӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Словаре информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ.
#ҫавра сӗтелсем, #словарьсем, #чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ, #ӑслӑлӑх
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/