Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
30 Декабрӗн 2021, 12:41

Мускавра ҫуралнӑ ачасем чӑвашла юптару вӗреннӗ

Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур.

Мускавра ҫуралнӑ ачасем чӑвашла юптару вӗреннӗ
Мускавра ҫуралнӑ ачасем чӑвашла юптару вӗреннӗ

Мускавра пурӑнакан Василиса тата Кирилл Ербулатовсем «Кушакпа йытӑ» юптарӑва пӑхмасӑр каласан панине ӳкерсе илнӗ, видеона «Ютуб» видеохостингра вырнаҫтарнӑ.
«Маттурсем! Мӗнле вӑрӑм пулсан та вӗреннӗ, интонаци мӗне тӑрать!» – ырланӑ вӗсене «Хавал» ушкӑн «Контактра» страницӑра.
Асӑннӑ ушкӑнра хыпарланӑ тӑрӑх, ачасем иккӗшӗ те Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Вӗсемпе мӗн ҫуралнӑран чӑвашла калаҫма ҫемье ятарлӑ ҫынна тупнӑ.
Шупашкарти е чӑваш ялӗсенчи хӑш-пӗр ҫемьен вӗсенчен тӗлӗнмелӗх, чӑн та, пур.

#чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ачасем, #культура, #Мускав, #Хавал

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/

Мускавра ҫуралнӑ ачасем чӑвашла юптару вӗреннӗ
Мускавра ҫуралнӑ ачасем чӑвашла юптару вӗреннӗ
Автор:
Читайте нас: