Çынсем ĕлĕк-авалах пурнăçри тĕрлĕ пулăма ăнлантарса пама тăрăшнă, çапла майпа халапсем çуралнă. Пурăна киле унти сăнарсем кăмăлĕпе çын манерлĕ пулса кайнă. Паллах, кашни халăхăн пурнăç йĕркине, ăçта пурăннине кура хăйне евĕр сăнарсем аталаннă. Вĕсем çинчен калакан халапсем ăруран ăрăва куçса пынă. Паянхи кун та çакăн пек хайлавсен пĕлтерĕшĕ чакман, вĕсем тăван халăх историне, культурине, йăли-йĕрикине тĕпченĕ чухне пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Ыттисем пекех, чăвашсен те хăйсен туррисем пулнă: пĕрисене хисепленĕ, юратнă пулсан теприсенчен вара шикленнĕ, вĕсен куçĕ тĕлне пулма хăранă. Мĕнлерех сăнарсем-ши вĕсем? Чăваш кĕнеке издательствинче ачасем валли «Герои чувашских мифов. Чăваш халапĕсенчи сăнарсем» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна Ольга Васильева пухса хатĕрленĕ, Петр Сергеев ÿнерçĕ илемлетнĕ. Кăларăма Чăваш патшалăх ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «Чăваш халăх пултарулăхĕ» серири «Мифсем. Легендăсем. Халапсем» тата «Чувашская мифология» кăларăмсене тĕпе хурса хатĕрленĕ.
Кĕнекере вулакан чăваш мифологийĕнче тĕл пулакан Турă, Шуйттан, Арçури, Пихампар, Кепе, Пÿлĕхçĕ, Эсрел тата ыттисем çинчен чăвашла тата вырăсла вуласа пĕлĕ, Петр Николаевич ÿкерчĕкĕсем çак сăнарсене куç умне кăларма пулăшĕç.
«Кепе ‒ Турă мăшăрĕ, вăл çынсен шăпине татса парать. Пĕлĕт çинче пурăнать, Турă хушнине çĕр çине, çынсен кĕллисене Турă патне çитерет...»; «...Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, Сехмет кĕтмен инкек, вăрçă илсе килет, кÿршĕсене, ялпа яла, халăхпа халăха вăрçтарса ярать, çĕр çине час-часах вăрçă хĕлхемне сирпĕтет. Ăна ытти турăсем юратмаççĕ, вăл Эсрелпе çеç хутшăнкалать».
Кăларăмра çавăн пекех сăрламалли пай пур. Унта ачасем кĕнекере тĕл пулакан сăнарсене тĕрлĕ тĕспе илемлетме пултараççĕ.
https://vk.com/public201526545