Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
10 Кӑрлач 2022, 21:09

ЧР Наци библиотеки тăрăшнипе кашни кун пӗр-пӗр паллă чăваш çинчен пӗлсе тăрăпăр

Ăçта çуралнă, çавăнта кирлӗ пулнă.

ЧР Наци библиотеки тăрăшнипе кашни кун пӗр-пӗр паллă чăваш çинчен пӗлсе тăрăпăр
ЧР Наци библиотеки тăрăшнипе кашни кун пӗр-пӗр паллă чăваш çинчен пӗлсе тăрăпăр

ЧР Наци библиотеки тăрăшнипе 2022 çулта кашни кун эпир чăвашăн пӗр-пӗр паллă ывăл-хӗрӗпе паллашăпăр. Çапла тӗллев лартнă вӗсем Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев 2022 çула Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкӗ пулассине пӗлтернӗ хыççăн. Çавна май Чăваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлă ентешсемпе пӗрле 365 кун» проекта пурнăçа кӗртме пуçлать, тесе пӗлтернӗ ЧР Наци библиотекин официаллă сайтӗнче.
Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев 2022 çул Чăваш Енре Паллă ентешсен çулталăкӗ пулассине пӗлтернӗ. Çавна май Чăваш Республикин Наци библиотеки «Мухтавлă ентешсемпе пӗрле 365 кун» проекта пурнăçа кӗртме пуçлать, тесе пӗлтернӗ ЧР Наци библиотекин официаллă сайтӗнче.
«Эпир Сире кунсерен паллă çынсемпе паллашма чӗнетпӗр. Вӗсенчен кашниех хăйӗн ăс-хакăлӗпе пултарулăхне, çитӗнӗвӗсемпе ӗçӗсене кура историре йӗр хăварнă. Хăй вăхăтӗнче вӗсене алă çупса саламланă, халӗ вӗсен умӗнче пуçа таятпăр. Çак паллă çынсем хушшинче ӳнерçӗсем, спортсменсем, актерсем, çыравçăсем тата ытти професси çыннисем те пур. Вӗсем паян та Чăваш Енӗн илемлӗхӗпе мăнаçлăхне çӗклеççӗ», – тенӗ оофициаллă сайтра.
Çапла майпа Наци библиотекин ӗçченӗсем йăхташăмăрсем Чăваш Республикипе тата унăн пултаруллă çыннисемпе мăнаçланма тытăнасса, вӗсем çинчен тулли информаципе паллашасса шанаççӗ. «Çуралнă çӗр çинче пурăнма тата ӗçлеме сирӗн кăмăл пултăр. Вӗсен çитӗнӗвӗсемпе пӗрле хавхаланар, çӗнӗ çитӗнӳсем тума тăрăшар!», – йыхравлаççӗ вӗсем пурне те. Тӗрӗсех калаççӗ: «Ăçта çуралнă, çавăнта кирлӗ пулнă», – тесе.
http://suvargazeta.ru
Сăнӳкерчӗк http: nbchr.ru сайтран.

ЧР Наци библиотеки тăрăшнипе кашни кун пӗр-пӗр паллă чăваш çинчен пӗлсе тăрăпăр
ЧР Наци библиотеки тăрăшнипе кашни кун пӗр-пӗр паллă чăваш çинчен пӗлсе тăрăпăр
Автор:
Читайте нас: