Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
17 Кӑрлач 2022, 18:15

Самар чӑвашне ТикТокра пӗлеҫҫӗ

#МИХсем, #йӑхташсем, #Чатӑрлӑ, #Шунтал районӗ, #Самар

Самар чӑвашне ТикТокра пӗлеҫҫӗ
Самар чӑвашне ТикТокра пӗлеҫҫӗ

Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Чатӑрлӑ ялӗнче пурӑнакан Анатолий Мрясов чӑваша ТикТокра аван пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Алина Ильина хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗнче пӗлтернӗ.

Аякрийӑхташӑмӑра тӗнче тетелӗнче Сӑльма Тули евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. «Купӑс калакан хаваслӑ арҫын куракансене савӑк кӑмӑл парнелет, пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерет», — паллаштарнӑ унпа хаҫатҫӑ.

Анатолий Мрясов ялти клубра ӗҫлет иккен, «Ҫӑлкуҫ» ача-пӑча халӑх фольклор ушкӑнне тата аслӑраххисен коллективне ертсе пырать.

Арҫын сӑн тата видео ӳкерме юратать. ТикТокра онлайн мелпе концертсем те ирттерет-мӗн.

#МИХсем#йӑхташсем#Чатӑрлӑ#Шунтал районӗ#Самар

 
Самар чӑвашне ТикТокра пӗлеҫҫӗ
Самар чӑвашне ТикТокра пӗлеҫҫӗ
Автор:
Читайте нас: