Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Кӑрлач 2022, 13:06

Иркутскри чӑвашсене кӗпӗрнаттӑрпа Элтепер саламланӑ

#йӑхташсем, #чӑвашсем, #Иркутск, #Иркутск облаҫӗ, #чыславсем, #тӳре-шара, #Пелепей районӗ, #Пушкӑртстан, #ассоциацисем

Иркутскри чӑвашсене кӗпӗрнаттӑрпа Элтепер саламланӑ
Иркутскри чӑвашсене кӗпӗрнаттӑрпа Элтепер саламланӑ

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» ассоциацине йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ. Ӑна 1990 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫарса янӑ. 2001 ҫулта «Юлташ» культура центрӗнчен наципе культура автономийӗ туса хунӑ.
Паллӑ кунпа ассоциаци ертӳҫине Вероника Тимофеевӑна Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Игорь Кобзев саламланӑ май Тав хучӗпе чысланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та йӑхташӑмӑрсене саламланӑ. Кун пирки Вероника Тимофеева Фейсбукра ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, хыпарланӑ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен ассоциацийӗн пӗрремӗш ертӳҫи Михаил Романов пулнӑ. Вӑл Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Семёновка ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвне Александр Иванов ертсе пыма тытӑннӑ.
#йӑхташсем, #чӑвашсем, #Иркутск, #Иркутск облаҫӗ, #чыславсем, #тӳре-шара, #Пелепей районӗ, #Пушкӑртстан, #ассоциацисем
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.facebook.com/photo...&set=pcb.1455867628163423

Иркутскри чӑвашсене кӗпӗрнаттӑрпа Элтепер саламланӑ
Иркутскри чӑвашсене кӗпӗрнаттӑрпа Элтепер саламланӑ
Автор:
Читайте нас: