Халӑх вӑййисем ҫынна этника тӗлӗшӗнчен хӑй тӗллӗн аталантарассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑйӑсенче хӑйсен халӑхне юратма тата хисеплеме вӗрентеҫҫӗ, наци культурин пуянлӑхне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӑйӑсем чӑваш халӑхӗн историпе культура аталанӑвӗпе пӗрле пулса каяççĕ. Вӗсенче пурнӑҫ, ӗҫ, наци уйрăмлăхĕсем, тӗнчене пултарасси, вӑхӑта тата уҫлӑх ҫинчен шухӑшлани уҫҫӑн палӑрса тӑрать.
Январӗн 26-мӗшӗнче Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Чӑваш наци вӑййисем" вӑйӑ программи иртнӗ. Ял клуб специалисчӗ ачасене чӑваш халӑх вӑййисене выляма сӗннӗ: "Ку эпĕ!", "Сӑмаварла", "Çĕрĕлле" тата ытти те. Ачасемпе чӑваш шутлавӗсене вĕреннĕ.
Ачасем чӑваш халӑх хускануллӑ вӑййисене выляса паттӑрлӑх запасĕ илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.