Сурхури каҫӗ иртсе кайни чылай вӑхӑт иртрӗ пулсан та, ӳкерчӗксем кӗтнӗ пирки часах ҫырма май пулмарӗ.
Кӑшарни умӗн юмӑҫ пӑхма пуҫтарӑнтӑмӑр. Малтанах шутласа хунӑччӗ - кам юмӑҫ пӑхать, кам чӑваш тумӗсемпе фото ҫапӑнать. Ҫамрӑксене ку майпа илӗртме йывӑртарах пулать пуль тенӗччӗ, анчах апла мар иккен. Хаваспах пухӑнчӗҫ, йӗркесене пӑхӑнмалли самант пулни пирки, пурне те йышӑнма май та пулмарӗ.
Ӗлӗкхи йӑласем пирки калаҫрӑмӑр. Тӗне кӗриччен Ҫӗнӗ Ҫула ҫулталӑкра икӗ хутчен уявлани ҫинчен, кайран тӗрлӗ ӗмӗрсенче Ҫӗнӗ Ҫул кунне мӗнле улӑштарса паян икӗ хутчен уявлани пирки те. Чӑваш халӑх историйӗ уйрӑмах кӑсӑклӑ иккен ҫамрӑксене. Темиҫе хутчен те асӑрхатӑп ҫакна - аслӑраххисем ҫамрӑксене ним те кирлӗ мар тесе вӑрҫаҫҫӗ, ҫамрӑксем пӗлекенсем вӗсемпе хутӑшасшӑн мар тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Кӑмӑлсем туличчен калаҫрамӑр вӗт!
Ӳкерчӗксен пӗчӗк пайӗ анчах пулсан та, хӗрсен кӑмӑлӗ аванах курӑнать. Самана майлашӑнсан, кунашкал каҫсене ытларах ирттерсен аван пулмалмалла тесе пӗтӗмлетӳ турӑмӑр. Унччен капӑрлӑхсем ытларах хатӗрлемелле, тӗллев пур.
Светлана Константинова каласа панинчен.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Светлана Константинова.