Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Чăвашлăх
9 Нарӑсӑн 2022, 15:54

Кам вăл Чапаев?

Граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович ЧАПАЕВ çуралнăранпа 135 çул çитрĕ.

Кам вăл Чапаев?Кам вăл Чапаев?
Кам вăл Чапаев?

«Чапаев кам вăл?» — тесе ыйтсан хуравне пĕлмен ветеран ССР Союзне кĕнĕ республикăсенче те çук-тăр.

Граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович ЧАПАЕВ çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Вăл 1887 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайкăри хресчен çемйинче 7 уйăхра çуралнă. Ку вырăс ялне XX ĕмĕрте Шупашкар хулине кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ун чухне улттăмĕш ачи çитĕнсен çĕршывĕпех чапа тухасса шухăшлама та пултарайман. Хавшакскер çăварне те уçайман, пурăнасси те иккĕлентернĕ. Апла пулин те Васенька кăкăр сĕчĕпе часах йăл илнĕ.

Чапаевсен çемйи çитмен пурнăçа пула нуша нумай курнă. Выçлăх вĕсене 1897 çулта Будайкăран Самар кĕпĕрнинчи Балаковăна илсе çитернĕ. Ĕçе кÿлĕннĕ пирки ачасем шкула çÿреме пăрахнă. Чапаевсен йăхĕнче священниксем те пулнă. Вася вĕсен çулĕпе кайтăр тесе ашшĕ иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне шанса панă. Анчах пĕррехинче пачăшкă айăпа кĕнĕ Василие сивĕре йывăç читлĕхе хупнă. Йăрă ача пиччĕшĕнчен те, Турăран та тарнă! Священник пулайман.

Вуникĕ çулта чухне ашшĕ ăна купса аллине панă. Вăл пĕр чĕлĕ çăкăршăн кунĕпех пилĕк авнă. Хуçа ăна суту-илÿ ĕçне вĕрентнĕ.

«Тавар туянакана улталамасан — пуяймастăн!» — тенĕ. Василий укçа шутлама лайăх пĕлнĕ, анчах çынна улталама килĕшмен.

«Ачалăх йывăррăн та тĕксĕммĕн иртрĕ. Нумай мĕскĕнленме, выçă хырăмпа алă тăсса çÿреме тиврĕ», — аса илнĕ кайран дивком /дивизи командирĕ/. Вася купсана тухайман, ашшĕ килне таврăннă, пиччĕшĕсемпе пĕрле платникре çÿренĕ. Мещен хĕрне, вунултă çулти Пелагейăна, качча илнĕ. Вĕсен виçĕ ача çуралнă. 1908 çулта Василие çара илнĕ. Анчах чире пула çулталăкран килне янă. Çемйине тăрантассишĕн каллех платникре ĕçленĕ. 1912 çулта хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Мелеккесс /халĕ — Димитровград хули/ ялне пурăнма куçнă.

Ачисене çитĕнтерме пÿрмен: Пĕрремĕш тĕнче вăрçине кĕнĕ, 1917 çулчченех нимĕçсемпе çапăçнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Георгин виçĕ хĕресĕпе медальне тивĕçнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Кам вăл Чапаев?
Кам вăл Чапаев?
Автор:
Читайте нас