Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсем пӗр чӗлхепех калаҫаҫҫӗ-и? Чӗлхи пӗрех пулсан та, сӑмахӗсем чылай ӑрасна! Акӑ шӗкӗнтӗр тата чӗкӗнтӗр пӗрешкелех илтӗнеҫҫӗ, анчах тӗрлӗ пахча ҫимӗҫе пӗлтереҫҫӗ: пӗрремӗшӗ – кишӗр, иккӗмӗшӗ – кӑшман. Сар кӑшман тени пӗр районтах тутлӑ кӑшмана та, кишӗре те палӑртма пултарать. Мӑрикканӗ мӗне пӗлтерет-ши тата? Уммана, тӗрӗсрех каласан, ҫӗр улмине.
Ҫакна ахаль словарьте вуласа пӗлеймӗр, унта ытларах – литература чӗлхинчи сӑмахсем. Тӗрлӗ ялти чӑвашсем мӗнлерех калаҫнине вара диалект словарӗнче ҫырса кӑтартаҫҫӗ. Ҫавнашкал кӗнеке тин ҫеҫ кун ҫути курнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ юлташӑм парнелерӗ. Геннадий Дегтярёвӑн «Тематический диалектологический словарь чувашского языка: названия животных и растений» кӑларӑмӗ пирки ман сӑмахӑм.
Вуларӑм та хама телейлӗ туйрӑм: ҫак тӗлӗнмелле кӗнеке алла чи малтан тенӗ пек лекнишӗн те, пирӗн чӗлхе ҫавӑн пек пуян пулнишӗн те. Вӑрнар районӗнче ҫуралса ӳссе «анат енчи» ятпа ҫӳретпӗр. Нумай-нумай сӑмах ман пуплевре литература чӗлхине ҫывӑх. «Свербига» ӳсен-тӑрана эпир майра кӗпҫи теме хӑнӑхнӑ, вырӑс хуххи, тута кӗпҫи, майраккай е майрашки тени те хитре илтӗнет паллах. Аист сӑмах пире темшӗн ҫывӑхрах: вырӑсларах илтӗнет пулин те, чӑвашсем ытларахӑшӗ ҫаплах калаҫҫӗ. Анчах хура аиста хура тӑрна, кӑвак акӑш, вӑрӑм туна, шапа тарҫи текенсем те пур, пулнӑ иккен. Тӗрлӗ тӑрӑхра ҫирӗпленсе юлнӑ вӗсем. Интереслӗ: бакланӑн та, пеликанӑн та ӗмӗрхи чӑвашла ячӗсем пур!
Пӗчӗк хуранӑн пӑтти тутлӑ теҫҫӗ. Пысӑках та мар кӗнекере тем те вуласа пӗлме пулать. Калӑпӑр, «просвирник» (вӑлах вырӑссен – «мальва незамеченная», «калачики») мӗнлерех курӑк пулнине сӑнласа панӑ. Нумай ҫӗрте ӑна чӑвашсем чӑкӑт курӑкӗ теҫҫӗ (унӑн вӑрри-ҫимӗҫне ҫиеттӗмӗр ача чухне). Чӑвашсем хушшинче вӑл кушак пӑрҫи, пашалу курӑкӗ, сысна ҫарӑкӗ тата ытти ятпа паллӑ пулнине вуласа пӗлтӗм.
Татах та татах каласа парас килет ку кӗнеке пирки! Анчах хӑвӑр алла тытса паллашнине мӗн ҫиттӗр ӗнтӗ. Пӗлетӗп: сире кичем пулмӗ, ку словаре пӗлӗш-юлташпа та сӳтсе явас килӗ. Тӑван чӗлхепе тӑван тавралӑх пӗр кӗвӗллӗ пулса сирӗн кӑмӑла ҫӗклентерӗ. Чӗр чунӗ те, ӳсен-тӑранӗ те тӑван пек туйӑнса кайӗ.
#культура, #кӗнекесем, #чӑваш чӗлхи, #Чӑваш кӗнеке издательстви
chuvash.org