Пишпӳлекри тĕп библиотекăри чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторта К.Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкулăн вӗренекенĕсем пулнă.
Раҫҫейре Тӑван чӗлхе кунне халалланӑ мероприятие пӗтӗм тӗнчери "Ҫӑлкуҫ. Фольклор вулатпӑр" акци шайӗнче ирттернӗ. 9 класра вӗренекенсем чӑваш алшӑлли мӗн иккенне, алшӑлли тӗррин пӗлтерӗшĕпе паллашнă.
Анчах ҫак мероприятиӗн тӗп теми "Чӑваш сӑпка юрри" пулнă. Сӑпка мӗн иккенне тата ача пурнӑҫӗнче сӑпка юрри мӗнле вырăн йышăнни ҫинчен чӑваш секторӗн заведующийӗ Наталья Тарасова каласа панă. Чӑваш чӗлхипе культурине юратакансен клубӗн членӗ Марина Яковлева сӑпка юррисем ҫинчен каласа панă. Мероприяти хӑнисем сӑпка юррине, Ситекри ял библиотекин библиотекарӗ Марина Фадеева тата "Умка" ача сачĕн воспитателĕ Ольга Павлова илемлӗн юрланипе киленнӗ. Фольклор уявӗ "Пушкин картти" проект шайӗнче иртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри тĕп библиотекăн чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторăн социаллă сетьри страницинчен.